Сандыркинсен ҫемйи ҫак куна чылай кӗтнӗ. Хваттер уҫҫине илме строительство компанин офисне йыхравланӑ вӗсене. Мӑшӑр виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр ҫитӗнтерет. Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте кашнин валли вырӑн ҫителӗклӗ пулӗ.
Сӑмах май, ҫемье юнашарти "Ҫӗнӗ хула" микрорайонтах пурӑнать. Икӗ пулӗмлӗ хваттере ҫиччӗн пайлаҫҫӗ - хӗсӗкрех. Пиллӗкмӗш ача ҫуралсан пурӑнмалли майсене лайӑхлатмалли черете тӑнӑ. Халӗ, малтанхи пек, ҫемьесене хатӗр хваттерсемпе тивӗҫтермеҫҫӗ. Пурне те ятарлӑ сертификат параҫҫӗ. Сандыркинсене, тӗслӗхрен, ҫитмен тӑваткал метрсене саплаштармашкӑн патшалӑх 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Сандыркинсем ипотека илнӗ, унӑн пӗр пайне шӑпах сертификат укҫипе тӳлесе янӑ. Кӑҫал ку ҫӑмӑллӑхпа 157 ҫемье усӑ курнӑ. Ҫак тӗллев валли регион хыснинчен 800 ытла миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Сӑмах 5 е ытларах ачаллӑ ҫемьсем пирки пырать. Ҫитес 5 ҫулта 23-мӗш ҫулччен черете тӑнисен ҫурт-йӗр майӗсене лайӑхлатма пулӑшас тӗллевлӗ республикӑра.
Вероника Павлова, Святослав Петров