Пултарулӑх ушкӑнӗ яланхи шайран чакмасӑр ӗҫленӗ

Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ нумай пулмасть сцена ҫине ҫӗнӗ спектакль кӑларчӗ. Арсений Тарасовӑн "Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей" хайлавӗ икӗ ҫул каялла культура министерстви ирттернӗ ятарлӑ конкурсра ҫӗнтернӗччӗ. Сӑмах май, вӑл пӗлтӗр Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ "Сцена ҫинче те - пурнӑҫ" пьеса пуххинче те пичетленнӗ.

Пьеса авторӗ пире спектакль пуҫланас умӗн "Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей" драмӑна хӑйӗн ашшӗпе амӑшне халаллани ҫинчен каласа пани тӳрех кӑсӑклану ҫуратрӗ: режиссёр мӗнлерех лартнӑ-ши ӑна?

Тӗп роле, Ҫирахви сӑнарне, Раҫҫей тата Чӑваш халӑх артисчӗ Нина Яковлева вылять. Пӗтес патне ҫитнӗ пӗчӗк ялта хуҫасӑр юлнӑ тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑра пуҫтарса ҫӳрет ватӑ кинеми: кунти пурнӑҫ ҫӗнӗрен чӗрӗлсе каясса шанать. Йывӑр килнӗ Ҫирахвин кун-ҫулӗ. Ҫамрӑк чухне ӑна ялти пуян, куштан Палля, качча илесшӗн пулнӑ, анчах ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗр юратнӑ Элекҫейпе пӗрлешнӗ. Палля ролӗнче, ҫамрӑк чухнехи те, ватӑлсан та - Валерий Карпов Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ.

Палля хӑйӗн сӑмахне самант та асӗнчен кӑлармасть, утӑмсерен ура хурса пырать. Вӑрҫӑ тухсан Элекҫей вӑрҫа каять, анчах тыткӑна лекнӗрен унӑн ячӗ паттӑрсен йышӗнче мар. Ывӑлӗн шӑпи те телейсӗр - йӑнӑшпа тӗрмене лекет: йӑлтах Палляна пула. Пӗр ҫемье ҫинчен каласа парса авторпа режиссёр куракана паянхи чӑваш пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлама сӗнеҫҫӗ.

Автор малтан каласа панӑ пекех, пӗррехинче Ҫирахви карчӑк хӗрлӗ кӗпеллӗ пукане тупать. Ӑна упӑшкин сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ: мӑшӑрӗ Ҫирахвие хӗрлӗ кӗпе туянса пама пулнӑ иккен, анчах ҫак хитре ӗмӗт пурнӑҫланаймасӑр юлнӑ. Малалла кинемин пурнӑҫне ҫак пукане хӑйне май пӗчченлӗхрен ҫӑлать.
Валерий Яковлев СССР халӑх артисчӗ - спектаклӗн режиссёрӗ кӑна мар, художникӗ те. Кӗвӗпе илемлетекенӗ - Николай Казаков композитор. Пултарулӑх ушкӑнӗ яланхи шайран чакмасӑр ӗҫленӗ.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче каҫхине 18 сехет ҫурӑра "Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей" спектакль тепӗр хут пулать. Курас текенсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрне васкӑр.

 

Марина Карягина, Святослав Петров