Уйсенче юр ҫукпа пӗрех. Машинпа кӗрсе тухасси те шиклентерет. Апла пулин те Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗнчи специалистсем час-часах ҫула тухаҫҫӗ. Экспертсене калчасен пуласлӑхӗ чӑннипех шухӑшлаттарать.
Ҫапах та юр ҫӑвасса шанаҫҫӗ специалистсем. Республикӑра кӗрхи культурӑсене 80 пин гектар акса хӑварнӑ. Паянхи куна калчасен 94 проценчӗ аван хӗлкаҫнине ҫирӗплетнӗ. Ыттисем вара - начар. Вӑл шутра вӑхӑтра шӑтса юлман е япӑх шӑтнӑ лаптӑксем те. Кӑнтӑр енчи уйсем юртан пачах тасалнӑ тесен юрать. Ҫурҫӗр енелле вара унӑн хулӑнӑшӗ 2-рен пуҫласа 20 сантиметр таран.
Специалистсем калча тӗмленнӗ тӗлти температурӑна виҫеҫҫӗ. Тӗплӗнрех тӗпчев вара лабораторире иртет. Ҫакӑн валли хиртен ҫӗр катрамӗ чавса кӑларса илсе каяҫҫӗ. Пӗр кун сивӗ вырӑнта тытнӑ хыҫҫӑн унтан ерипен ӑшӑтаҫҫӗ, 2 эрне шӑварса тӑрса калчасене ҫитӗнтерсе пӑхаҫҫӗ. Ҫапла вӗсен пахалӑхне тишкереҫҫӗ.
Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗнчи специалистсем ҫакӑн пек тӗрӗслев хӗл каҫа темиҫе хут тӑваҫҫӗ. Пулас тухӑҫшӑн хальлӗхе хӑрамаллиех ҫук, терӗҫ экспертсем.
Диана Иванова, Виктор Степанов