Хула шайӗнче 3-мӗш хут иртекен педагогсен дуэчӗ кӑҫал Шупашкарти шкулсене ҫеҫ мар, ача сачӗсене те тимлӗх турӗ. Конкурс ҫулталӑкран пуҫласа 3 ҫул таран профессире ӗҫлекен педагогсем хушшинче икӗ тапхӑрпа иртет. Малтанах вӗрентекенсем хӑйсемпе паллаштаракан видеороликсем хатӗрленӗ. Унта пурӗ 34 ушкӑн хутшӑннӑ. Кашнинчех ҫамрӑк вӗрентекенпе ӑна пулӑшса пыракан аслӑрах учитель.
Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче тӳресем 10 шкулпа 10 ача сатӗнчи чи вӑйлӑ 20 дуэта палӑртрӗҫ. Иккӗмӗш пайӗнче вара вӗрентекенсем харӑс виҫӗ тупӑшура ӑмӑртрӗҫ. Педагогсемпе воспитательсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарнисӗр пуҫне ушкӑнпа ӗҫлеме пӗлнине, профессири туслӑхпа пӗрлӗх хаклӑхне кӑтартрӗҫ.
Педагогсен дуэчӗ, шӑпах, ҫамрӑксене суйланӑ ӗҫре тытӑнса юлма тата профессире аталанма хӗвте паракан кӑсӑклӑ конкурс. Вӗренекенсемпе пӗр чӗлхе тупса ӗҫлеме пӗлни учительсемшӗн те, шкул ачисемшӗн те паха. Ырӑ тӗслӗх пур чух ҫамрӑксем хӑйсем те ҫитӗнсе пынӑ май вӗрентекен ӗҫне суйлаҫҫӗ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх 1-мӗш вырӑна 44-мӗш шкулпа 122-мӗш ача сачӗ тухрӗҫ. Иккӗмӗш пуҫламӑш шкулпа 201-мӗш ача сачӗ иккӗмӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. Виҫҫӗмӗшсем вара 1-мӗш гимназипе 205-мӗш садик пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех конкурс лауреачӗсене те палӑртрӗҫ. Вӑл йышра 9-мӗшпе 27-мӗш шкулсем тата 3-мӗшпе 106-мӗш ача сачӗсем пулчӗҫ.
Алексей Енейкин, Николай Скворцов