Ялсемпе хуласен аталанӑвне вӗсем пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Пурӑнмалли ҫуртсем, шкулсемпе ача сачӗсем, спорт керменӗсем, культура, сывлӑх сыхлавӗн учрежденисене ҫӗклеҫҫӗ.
- Иртнӗ 5 ҫулта сахал мар объект хута ятӑмӑр, ҫакӑншӑн сире тав, - терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев строительсене уяв ячӗпе саламланӑ май. Ӗҫӗ кашнин яваплӑ. Пӗрисем чертёж хатӗрлеҫҫӗ, теприсем кирпӗч хураҫҫӗ, стенасене якатаҫҫӗ, сӑрлаҫҫӗ. Андрей Иванов - монтажник. Ҫак ӗҫре вӑл 1989-мӗш ҫултанпа. "Инвест-Лад" пӗрлешӳре тӑрӑшаканскере "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ят пачӗҫ. Ҫак ятах Анатолий Тихонов та тивӗҫрӗ. Унӑн та ӗҫ стажӗ пысӑк. Вӑл тимӗр-бетон хатӗрӗсемпе конструкцийӗсене тунӑ ҫӗрте вӑй хурать.
"Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ" ята 13-н илчӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн, Строительство министерствин, Патшалӑх Думин депутачӗн Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫнисем те чылаййӑн пулчӗҫ.
- Строительство отраслӗнчи кӑтартусем эсир мӗнле ӗҫленинчен килеҫҫӗ, - терӗ Владимир Максимов министр. 2020-мӗш ҫултанпа 3 миллион та 700 пин тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт хута янӑ. Тӑлӑхсене, ҫамрӑк, нумай ачаллӑ 5 пине яхӑн ҫемьене хваттерсемпе тивӗҫтерме пултарнӑ. Кӑҫал 454 пин тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт тунӑ, ҫулталӑк вӗҫлениччен ку кӑтарту 800 пинрен иртмелле. Ӗҫӗ строительсен чылай.
- Тӑрӑшса, пӗрле ӗҫлесен ӳсӗм пулатех, - терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Ҫакна черетлӗ ҫитӗнӳ те ҫирӗплетет. Чӑваш Ен Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗнче хулари пурнӑҫ пахалӑхӗпе 4-мӗш, Раҫҫейре 15-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров, Игорь Ульянов