Проектсем хатӗрлеме вӗренчӗҫ

Ҫӗртме уйӑхӗнчен "Единая Россия" партин халӑх пуҫарӑвӗсен регионти тата ҫӗршыв шайӗнчи конкурсне хутшӑнас текенсенчен заявкӑсем йышӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫавна май Шупашкарта обществӑлла пулӑшу штабӗнче проектсем хатӗрлессипе ятарлӑ вӗренӳ йӗркелерӗҫ.

Республикӑра партин 995 пуҫламӑш уйрӑмӗ. Вӗсен секретарӗсем хӑйсен округӗсенче пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Хастарсене хавхалантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ те конкурса. Пӗтӗмӗшлӗ парне фончӗ икӗ миллион ҫурӑ тенкӗ. Ҫапла 60 ытла ҫӗнтерӳҫӗне палӑртӗҫ. Унта хутшӑнас тесен партин вырӑнти уйрӑмӗсен секретарӗсен проект ҫырмалла, документсене тӗрӗс йӗркелемелле. Ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене вӗренӳре тӗплӗн ӑнлантарса пачӗҫ.

 

Диана Иванова, Михаил Солин