Етӗрне тӑрӑхӗнчи лаша ӗрчетекен хуҫалӑх ҫӗршывӗпе те чи лайӑххисен йышӗнче. Селекци пулӑшнипе кунта ӑратлӑ кӗтӳ йӗркелеме пултарнӑ. Вӗсене пӑхма тивӗҫлӗ майсем тунӑ. Халӗ кунта 90 ытла лаша. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 8 тиха хушӑннӑ. Олег Николаева чи патвар урхамахсене кӑтартрӗҫ. Вӗсем - заводӑн мухтавӗ. Кунта туризм ыйтӑвӗпе тӗллевлӗн ӗҫлемеҫҫӗ пулин те хӑнасем яланах пур. Сӑмах май пӗлтӗр хуҫалӑхра 1300 ытла ҫын пулса курнӑ.
Олег Николаев ҫак кун Етӗрнери 3 ветерана Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалланӑ медальпе чысларӗ. Алексей Федорович Темнов 99 ҫулта. Вӑл 17-ре чухне фронта тухса кайнӑ, 3 хутччен аманнӑ. Ӑна Мухтав, Хӗрлӗ ҫӑлтӑр, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсемпе наградӑланӑ. Иван Васильевич Ермолаев вара 106 ҫула кайнӑ. Вӑл республикӑра ветерансенчен чи асли. Чехословакине ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Тӑван килне 1950-мӗш ҫулта таврӑннӑ. Тӗрлӗ предприятире ертӳҫӗре тӑрӑшнӑ. Надежда Федоровна Танина 18 ҫулта вӑрҫа тухса кайнӑ. Зенитчицӑсен 6 уйӑхлӑ курсне пӗтерсен Мускав тӳпине харсӑррӑн хӳтӗленӗ. Кӑҫал Надежда Федоровна 101 ҫул тултармалла.
Етӗрне округӗн аталану ҫул-йӗрне анлӑ канашлура пӗтӗмлетрӗҫ. Кунта 16 мегапрограмма тата 160 проект пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Кун пек кӑтартусем республикӑри нихӑш муниципалитетра та ҫук,- терӗ Олег Николаев. Чи пысӑк проект Сӑр юханшывӗпе ҫыхӑннӑ. Туристсене илӗртме хӑна ҫурчӗсем, кафесем тата пляжсем тума палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне ишсе ҫӳрекен отель маршрутне йӗркелесшӗн. Коммуналлӑ хуҫалӑхпа транспорт тытӑмӗсенче те пысӑк улшӑнусем пулмалла.
Муниципалитетра хӑмла туса илессине тата сӗт тирпейлессине аталантарма планлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сывлӑх сыхлавӗ, вӗренӳ, культура тата экологи енӗпе тӗллевсем пысӑк.
Правительство кунӗнче ӗҫре палӑрнисене тӗрлӗ наградӑпа чысларӗҫ. Пысӑк хисепе тивӗҫнисен йышӗнче - "Присурье" спорт шкулӗн директорӗ Владислав Фролов. Вӑл "Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ята тивӗҫрӗ.
Етӗрнесен тӗллевӗсем пысӑк. Халӗ вӗсене пурнӑҫа кӗртессипе тӑрӑшса ӗҫлемелли кӑна юлать.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров