"Слава картофелю" агрофирмӑна тӗнчери лару-тӑру нимӗнле витӗм те кӳреймӗ. Кунта импорт вӑрӑпа тахҫантанпах ӗҫлемеҫҫӗ. Пулас тухӑҫ пробиркӑра, лабораторири калчасенчен пуҫласа вӑй илет. Кунтах апатлантараҫҫӗ, тӗрӗс-тӗкел ӳсме кирлӗ майсем туса параҫҫӗ. Тепӗр 2 эрнерен ӳсен тӑрана теплицӑсене куҫарӗҫ. Халӗ 24 пин микрокалчана лартмалӑх савӑтсем, тӑпра хатӗрлеҫҫӗ. Агрофирмӑра палӑртнӑ тӑрӑх, хамӑр тӑрӑхри ҫӗрулми сорчӗсем ют ҫӗртисенчен пӗртте кая мар.
Алиса Александрова, Виктор Степанов








