Пӗтӗм республикӑна ҫӗр улмипе тивӗҫтерме хатӗр

2023-мӗш ҫултан Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем хамӑр тӑрӑхра туса илекен ҫӗрулми вӑрлӑхӗпе кӑна ӗҫлеме пуҫласшӑн. Паянхи куна мӗн-пур материалӑн 80 процентне региона ют ҫӗршывсенчен кӳрсе килеҫҫӗ. 

"Слава картофелю" агрофирмӑна тӗнчери лару-тӑру нимӗнле витӗм те кӳреймӗ. Кунта импорт вӑрӑпа тахҫантанпах ӗҫлемеҫҫӗ. Пулас тухӑҫ пробиркӑра, лабораторири калчасенчен пуҫласа вӑй илет. Кунтах апатлантараҫҫӗ, тӗрӗс-тӗкел ӳсме кирлӗ майсем туса параҫҫӗ. Тепӗр 2 эрнерен ӳсен тӑрана теплицӑсене куҫарӗҫ. Халӗ 24 пин микрокалчана лартмалӑх савӑтсем, тӑпра хатӗрлеҫҫӗ. Агрофирмӑра палӑртнӑ тӑрӑх, хамӑр тӑрӑхри ҫӗрулми сорчӗсем ют ҫӗртисенчен пӗртте кая мар. 

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов