"Пӗрлӗхре - вӑй" ятпа Шупашкарта тӑван чӗлхе вӗрентекенсен форумӗ уҫӑлчӗ

Ӑна Чӑваш чӗлхин кунне халалланӑ. Виҫӗ куна пыракан ӗҫ-пуҫ вӑхӑтӗнче нумай ҫивӗч ыйтӑва хускатаҫҫӗ.

Форум кӑҫалхипе 4-мӗш хут иртет. Хӑйсен умне йӗркелӳҫӗсем, яланхиллех, пысӑк тӗллевсем лартнӑ. Чӑваш кӑна мар, тутар, ҫармӑс, пушкӑрт чӗлхисене вӗрентекенсен те пӗр пекрех ҫивӗч ыйтусем.

Форума тӗрлӗ регионти специалистсем пуҫтарӑннӑ. Кашниех хӑйсен паха опычӗпе паллаштарас кӑмӑллӑ. Уйрӑмах чӑваш чӗлхине мӗнле вӗрентесси пирки анлӑ калаҫу пулчӗ.

Вӗрентекенсем халӗ темле пулсан та ӗҫлеме ҫӑмӑлрах пулнине палӑртаҫҫӗ. Вӗренӳ пособийӗсем, тӗрлӗ литература ҫителӗклӗ. Тӑван чӗлхе тесе чӑваш чӗлхине суйласа илекен те нумайланса пырать. Ачасем те тӑрӑшса вӗренеҫҫӗ.

Форума хутшӑнакансем тӗрлӗ лаптӑка уйрӑлса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗрентекенсем пурте тенӗ пекех докладсем хатӗрлесе килнӗ. Чӑваш Республикин карттипе мӗнле ӗҫлемелле, урока епле ирттермелле тата ыттине те ӑнлантарса параҫҫӗ.

Паллах, ачасем тӑван чӗлхене хисеплесси малтанах ҫемьерен пуҫланать. Ҫав вӑхӑтрах вӗрентекенӗн  тӳпи те ҫак ӗҫре пысӑк. Форум ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗ. Конференци 3 куна пырӗ. Ҫак вӑхӑтра унта хутшӑнакансем нумай ҫӗннине, малашне ӗҫре кирлине пӗлме пултарӗҫ.


Надежда Александрова, Виктор Степанов