Пӗрлехи ӗҫсен пысӑк тӗллевӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 5-мӗш хут Патшалӑх Канашне ҫулсерен яракан Ҫырӑвӗпе паллаштарчӗ. Ку вӑл республика аталанӑвӗн ҫул-йӗрне палӑртакан пӗлтерӗшлӗ документ. Тӗп ӗҫ-пуҫ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне яракан кӑҫалхи Ҫырупа паллашма театра депутатсем, правительствӑра ӗҫлекенсем, предприяти-организаци ертӳҫисем, обществӑлла пӗрлешӳ хастарӗсем пухӑнчӗҫ. Документра лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе шӑпах вӗсен тӑрӑшма тивӗ. Республика унчченхи наци проекчӗсене аван кӑтартусемпе вӗҫлесе ҫӗннисене пурнӑҫа кӗртме хатӗр. Кунта регион бюджечӗ 2 хут ытла ӳсни те пысӑк пулӑшу кӳрӗ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан кашни салтака, вӗсен ҫемйисене республика пысӑк тимлӗх уйӑрать. Ку енӗпе Олег Николаев Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствипе "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондӑн республикӑри уйрӑмне тата вырӑнти муниципалитетсене малалла та тӗллевлӗн ӗҫлеме хушрӗ. Пуҫ хунӑ паттӑрсене пӗр минут шӑп тӑрса асӑнчӗҫ.

Олег Николаев медицинӑри лару-тӑрӑва тӗплӗн тишкерсе тухрӗ. Больница ҫурчӗсене юсанипе пӗрлех ҫӗннисене тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлемелле. Иртнӗ 5 ҫулта "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫеҫ 207 объекта ҫӗнетнӗ.

Ҫитес ҫул Республикӑри клиника больницине тума пуҫламалла. Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне те ӳстерсех пымалла.

Вӗренӳ тытӑмӗнче иртнӗ 5 ҫулта 9 ҫӗнӗ шкул хута янӑ, 111-шне юсаса ҫӗнетнӗ, ҫавӑн пекех 38 ача сатне, 3 техникума, шкулсенчи 94 спорт залне юсанӑ. Культура объекчӗсем те халӑхӑн пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттермелли вырӑнсем пулмалла. Пӗлтӗр республика бюджетӗнчи укҫапа 9 автоклуб туяннӑ. Кӑҫал унпа пур округа та тивӗҫтерес тӗллевлӗ. Культура ҫурчӗсемпе вулавӑшсене ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать. Ҫывӑх вӑхӑтра 24 клуб тата 80 моделлӗ библиотека хута ямалла, Шуршӑлти Андриян Николаев летчик-космонавтӑн мемориал комплексне анлӑ реконструкци тумалла. Ял хуҫалӑх тытӑмӗнчи кӑтартусем те савӑнтараҫҫӗ. 2030-мӗш ҫул тӗлне хӑмла лаптӑкне 2 пин гектара ҫитерме, чӑх-чӗп продукцине вара 2 хут ӳстерме палӑртнӑ.

Ҫырупа паллаштарма Олег Николаева сехет те хӗрӗх минут кирлӗ пулчӗ.  Экономика, промышленноҫ, сывлӑх сыхлавӗ, вӗрену, спорт, культура - пур тӗп тытӑма тишкерсе тухрӗ вӑл.

Пирӗн республика Запорожье облаҫӗнчи Бердянск районне пулӑшу кӳрес енӗпе тӑрӑшать. Вӑл шутра чӑваш тухтӑрӗсем ҫӗнӗ регионта пурӑнакан ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ.

Кӑҫал Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв хӳтелевҫин, Чӑваш Республикинче вара Ҫӗнтерӳпе патриотизм Ҫулталӑкӗсем тесе палӑртнӑ. Вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн Асла вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫавна май пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем туса ирттермелле, кашни ветерана тимлӗх уйӑрмаллине каларӗ регион ертӳҫи.


Оксана Верликова, Виктор Степанов, Вадим Владимиров, Игорь Ульянов