Ҫырла фестивальне Чӑваш Енре 2023 ҫулта пуҫарса янӑ. Унӑн пӗлтерӗшӗ ӳссе пыни куҫкӗрет. Сад-пахчаҫӑсемпе фермерсем кунта хӑйсемпе паллаштарнипе пӗрлех ӗҫе аталантармалли майсене сӳтсе яваҫҫӗ. Фестивале хутшӑнакансенчен ытларахӑшӗ - 80 проценчӗ - Фермер шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Ҫырла туса илекенсене патшалӑх пулӑшать.
Хӑйсем туса илнӗ ҫимӗҫе фермерсем уяв хӑнисене те ас тивме сӗнчӗҫ. Шултра, сӗтеклӗ, техӗмлӗ ҫырла куҫа илӗртет. Сорчӗсем тӗрлӗрен. Кашниех хӑй кӑмӑлланине суйлама пултарчӗ. Кунтах ҫӗр ҫырлинчен варени пӗҫерчӗҫ. Пӗлтӗр ҫырла фестивалӗнче ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем валли 600 банка пылак кучченеҫ хатӗрленӗ. Кӑҫал та унран сахал мар пулӗ. Уявран кунӗпех çын татӑлмарӗ. Юрӑҫсем, ташӑ ушкӑнӗсем пухӑннисене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Сад-пахча ӗҫӗнче ӑсталӑх пухас текенсем валли ҫавра сӗтелсемпе семинарсем иртрӗҫ. Фестивале хутшӑнакансемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. Сӑмах май, ҫырла уявне регион ертӳҫи кашни ҫулах ҫитме тӑрӑшать.
Туса илнӗ ҫимӗҫе тирпейлес, сутас ыйту та - тимлӗхре. - Патшалӑх ку енӗпе те тӗрев пама хатӗр, - терӗ Олег Николаев.
Ҫырла фестивалӗ икӗ кун пычӗ. Шупашкарпа пӗрлех ӑна Хыркассинчи питомникре те йӗркелерӗҫ. Унта та усӑлли, курмалли темӗн чухлех пулчӗ.
Екатерина Фомина, Павел Иритков.