Уява пухӑннисем малтанах куравпа паллашма пултарчӗҫ. Унта шкулсем, ача сачӗсем, техникумсемпе колледжсем тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсем хӑйсен кӑсӑклӑ енӗсемпе, ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Видео мелӗпе педагогсене ҫӗршыври ҫут ӗҫ министрӗ Сергей Кравцов саламларӗ. Патшалӑх ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗсем хута ярассине, киввисене юсассине, вӗсене хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтерессине пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ вӑл.
Конференцире йӑлана кӗнӗ йӗркепе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакан педагогсене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ" ята 3 вӗрентекен тивӗҫрӗ. Вера Молоствован ӗҫ стажӗ 40 ҫул.
Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Мӑн Этмен шкулӗнчи Анатолий Михеев вӗрентекен ачасене математикӑна ӑша хывма пулӑшнисӗр пуҫне хӑйӗн тӗслӗхӗпе спортпа туслӑ пулма хӑнӑхтарать, шахмат кружокне те ертсе пырать.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне вӗрентекенсем ҫӗнӗ тӗллевсемпе, хавхалануллӑ кӑмӑл-туйӑмпа кӗтсе илеҫҫӗ.
Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров иртнӗ пилӗк ҫулти ӗҫе пӗтӗмлетрӗ, 2030-мӗш ҫулчченхи тӗллевсене палӑртрӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра чылай проект пурнӑҫа кӗртмелле. Вӗренӳ тытӑмне республикӑра пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ: ҫӗнӗ шкулсемпе ача сачӗсем хута яраҫҫӗ, пӗлӳ ҫурчӗсене тӗпрен юсаҫҫӗ, таврари лаптӑка хӑтлӑлатаҫҫӗ, ҫӗнӗ сӗтел-пуканпа техника туянаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче республикӑра 3 ҫӗнӗ шкул хӑйӗн алӑкӗсене уҫма хатӗрленет.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров