Пӗчӗк ялӑн пысӑк ҫитӗнӗвӗсем

Красноармейски тӑрӑхӗнчи Тури Типҫырмара тӗл пулу ҫурчӗн алӑкӗ уҫӑлчӗ. Кунта пурӑнакансене тахҫанхи ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме хӑйсен тӑрӑшулӑхӗ пулӑшнӑ.

Тури Типҫырма муниципалитетри ытти ялсемшӗн - тӗслӗх вырӑнӗнче. Кунта пурӑнакансем халӑх пуҫарӑвӗн программипе хастар усӑ кураҫҫӗ.

Иртнӗ 5 ҫулта 6 проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Малтанах ял ҫумӗнчи пӗвене тирпейленӗ. Унтан урамсенче хытӑ сийлӗ ҫулсем сарнӑ. Тепӗр тапхӑрпа ҫуртсене шыв кӗртнӗ, ял тавра карта тытса ҫавӑрнӑ.

Ҫапла, тӑван кӗтесне туритипҫырмасем тӑтӑшах хӑтлӑлатаҫҫӗ. Пӗрле субботниксем ирттереҫҫӗ, курӑк ҫулаҫҫӗ. Ҫак ялта тирпейсӗрлӗхе шырасан та тупаймӑн. Ял-йышӑн тӑрӑшулӑхне муниципалитет тилхепине тытса пыракансем те асӑрханӑ. Тури Типҫырма округри "Чи лайӑх ял" конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ, 700 пин тенкӗ выляса илнӗ. Ӑна мӗнле тӑккалассине пӗрле татса панӑ.

Тӗл пулу ҫурчӗ пысӑк мар. Ытлашши кирлӗ те мар, теҫҫӗ ял ҫыннисем. Тури Типҫырмара 30 яхӑн ҫын пурӑнать. Малашне кунта пухусем кӑна мар, концертсемпе уявсем те ирттерме палӑртаҫҫӗ.

Пӗтӗмӗшле красноармейсем те халӑх пуҫарӑвӗн программипе тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ. Иртнӗ ҫул муниципалитетра 6 ҫуллӑха пӑхса хунӑ мӗн пур проекта пурнӑҫа кӗртнӗ. Ялсенче хытӑ сийлӗ ҫулсем сарнӑ, шыв пӑрӑхӗсене юсанӑ, скважинӑсене ҫӗнетнӗ, ача-пӑча лаптӑксем йӗркеленӗ.

Красноармейскисем ҫитес ҫул валли те 200 миллион тенкӗлӗх тӗрлӗ проект хатӗрленӗ. Шел пулин те, лимит тӑрӑх палӑртнинчен ҫуррине кӑна пурнӑҫа кӗртме ирӗк пур. Ҫавӑнпа та заявкӑсем хушшинче конкурс ирттерме йышӑннӑ. Унтан чи ӑнӑҫлисен докуменчӗсене ял хуҫалӑх министерствине ҫитерӗҫ.

 

Леонид Петров