Паян пирӗн ҫӗршывра Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Маларах республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесен 3-мӗш форумӗ иртрӗ. Хальхинче уяв Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче пулчӗ.

"Нумай ачаллӑ Чӑваш Ен" форум ҫулран-ҫул аталанса пырать. Ку вӑл пысӑк ҫемьесен кун-ҫулӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе, тӗллевӗсемпе паллаштаракан ӗҫ-пуҫ. Тӑван ҫӗр, Раҫҫей пуласлӑхӗ ҫемьерен пуҫланать. Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшне тӗрлӗ енлӗ пулӑшса, хавхалантарса тӑни кирлӗ. Форума килнӗ ҫемьесенчен 14-шӗ социаллӑ контрактпа хӑйсен ӗҫне пуҫарнӑ. Вӗсемпе форум куравӗнче паллашма май пулчӗ. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи 3 ачаллӑ Ручковсем, сӑмахран, пулӑшупа усӑ курса ал-ура ҫавӑрса янӑ. 
Нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх укҫа-тенкӗ енчен те самай пулӑшать.

Уявра чылай ҫул пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнса ыттисене ырӑ тӗслӗх кӑтартакан мӑшӑрсене чысларӗҫ. Хӑшӗ-пӗри 10 ача таран кун ҫути кӑтартнӑ, ҫывӑх ҫыннисен ӑшшисӗр юлнисене хӑйсен хӳттине илнисем те пур. Кашниех чыс-хисепе тивӗҫ. Награда илекенсем йышӗнче Амӑш мухтавӗн "Анне" паллине тивӗҫнӗ Эльвира Платонова та пулчӗ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫемьере 3 ывӑлпа 2 хӗр ӳсет. 
"Юратупа шанчӑклӑхшӑн" ордена республикӑра пурӑнакан темиҫе мӑшӑр тивӗҫрӗ. Галина Алексеевнапа Владимир Яковлевич Филипповсене те ҫак кун сумлӑ наградӑпа саламларӗҫ.

Форума пухӑннисене уяв коцерчӗпе савӑнтарчӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ залра ӗҫлекен секцисенче ашшӗ-амӑшӗ хӑйсене шухӑшлаттаракан ыйту хуравӗсене тупма пултарчӗ.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров