Константин Неверов Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл Пӗрремӗш тӗнче, Граждан, Финн тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисем витӗр тухнӑ. 1915-мӗш ҫулта Киевра прапорщик шкулне пӗтернӗ. 1918-мӗш ҫулта Хӗрлӗ ҫар ретне тӑнӑ, малашне хӑйӗн пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне ӳстерсех пынӑ. Финсене, унтан фашистсене хирӗҫ командир пулса хӑюллӑн ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ паттӑрӗ Чӑваш Енри паллӑ купсасен йӑхӗнчен пулни паллӑ.
1948-1953-мӗш ҫулсенче Константин Неверов Урал ҫар округӗнчи аслӑ шкулсен пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи пулнӑ. Ӑна Ленин, 3 хутчен Хӗрлӗ Ялав, Суворовӑн 1-мӗш степеньлӗ, Кутузовӑн 2-мӗш, Богдан Хмельницкийӗн 2-мӗш, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗсемпе тата нумай-нумай медальпе чысланӑ. Челябинскра Константин Неверова халалланӑ палӑк та пур.
Наукӑпа практика конференцине хутшӑнакансем Константин Павловичӑн манукӗн Наталья Матюшинан аудиосаламне те итлеме пултарчӗҫ. Наталья Викторовна Челябинскра пурӑнать. Хӑйӗн мухтавлӑ тӑванне манманшӑн пурне те тав турӗ вӑл.
Конференцие хутшӑнакансем Константин Неверова тата ытти паттӑра асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Вӗсен ячӗсем историре ӗмӗрлӗхе ҫырӑнса юлнине палӑртрӗҫ.
Надежда Александрова, Виктор Степанов