Паттӑрсен ячӗпе ыркӑмӑллӑх уявӗ

Валентина Двойнова юрӑҫ пуҫарнипе Шупашкарта черетлӗ ыркӑмӑллӑх концерчӗ иртрӗ.

Салтак амӑшӗн чунӗ вӑрҫӑри ывӑлӗшӗн яланах хыпса ҫунма хатӗр. Кашни кунах вӑл ӑш вӑрканине палӑртмасӑр фронтри ачинчен шӑнкӑрав е ҫыру кӗтет. Халӑхпа пӗрле тылри ӗҫе хутшӑнса ҫӗнтерӗве ҫывхартать. Валентина Двойнова юрӑҫ та салтаксемпе вӗсен тӑванӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен тӗрев парса ыркӑмӑллӑх концерчӗсем йӗркелет, май килнӗ таран ҫара пулӑшать.
Концерта ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсемпе пӗрлех тӑван ҫӗршывӑн мӗнпур хӳтӗлевҫине халалланӑ. Залра уйрӑмах Афганистан вӑрҫин ветеранӗсем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Вӑл йышра Николай Гаврилов Раҫҫей Геройӗ те пулчӗ. Ӑна халалласа уявра ҫӗнӗ юрӑ та янрарӗ.

Уява оперӑпа балет театрӗн солисчӗсемпе "Классика" капелла хорӗ илемлетрӗҫ. Артистсем Совет ҫарне Афганистанран кӑларнӑранпа 35 ҫул ҫитнине палӑртса ветерансене кӑмӑла ҫӗклекен юрӑсем парнелерӗҫ, пулни-иртнине аса илтерчӗҫ.


Алексей Енейкин, Михаил Солин