Паттӑрсемпе пӗр ретре чи сумлӑ вырӑнта

Елчӗкре ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Раҫҫей Геройне Николай Петрова асӑнса палӑк уҫрӗҫ. Ун ячӗпе хисепленекен шкулта вара тӗплӗ юсав пырать. Ӗҫсемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ.

Елчӗкри тӗп шкулта кӑҫал 667 ача парта хушшине лармалла. Хальлӗхе вара кунта тӗплӗ юсав пырать. Ӗҫсене пуш уйӑхӗнчех пуҫӑннӑ. Паянхи кун тӗлне ҫуртӑн умӗнчи стенине ӑшӑтнӑ, инженери тытӑмне улӑштарнӑ, пӳлӗмсене ҫӗнетнӗ. Палӑртнине тума Чӑваш Ен хыснинчен 57 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗччен, иккӗмӗш вӗренӳ чӗрӗкӗ пуҫланиччен вӗҫлемелле. Шкулсене кирлӗ хатӗрпе тивӗҫтерессине те халӗ пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫавна май ялсенчи шкулсем хуларисенчен нимпе те кая мар пулса пыраҫҫӗ.

Шкул картишӗнчи автобуссем чарӑнакан вырӑна вара ачасене кирек мӗнле ҫанталӑкра та меллӗ пултӑр тесе ятарлӑ тӑрӑ айне илеҫҫӗ. Ҫак ӗҫе халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан программӑна хутшӑнса тӑваҫҫӗ.

Ҫак программӑна хутшӑнсах елчӗксем ҫар операцийӗн паттӑрне Николай Петрова асӑнса ялти геройсен аллейинче бюст лартнӑ. Унӑн авторӗ - ҫак тӑрӑхрах ҫуралса ӳснӗ Петӗр Пупин скульптор. Палӑка патриотла митингра уҫрӗҫ.

Николай Петров ҫывӑхри Тӳскел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн "5" паллӑпа ҫар училищине пӗтерсен нумай та вӑхӑт иртмен, салтак ятарлӑ операцине хутшӑннӑ. Унта вӑл малтанах паттӑрлӑх орденне тивӗҫнӗ. 23-мӗш ҫулхи йывӑр ҫапӑҫура Тӳскел каччи тӑшмана хирӗҫ харсӑррӑн ҫапӑҫса ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. Хӑйӗн вилӗмӗпе юлташӗсене ҫӑлса хӑварнӑ.

Халӑх асӗнчен вара паттӑр салтакӑн ячӗ нихӑҫан та тухмӗ. Николай Петровӑн бюстра калӑпланнӑ ҫутӑ сӑнӗ халӗ Елчӗк тӑрӑхӗнчи Совет союзӗн паттӑрӗсемпе пӗр ретре чи сумлӑ вырӑнта пулӗ.

 


Алексей Енейкин, Сергей Бовыкин, Юрий Марков