Тури Туҫари шкул историйӗ пуян. Кӑҫал вӑл 185 ҫул тултарать. Кунта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене асра тытаҫҫӗ. Паян тӑнӑҫлӑха хӳтелекенсем те киле чӗрӗ-сывӑ таврӑнасса шанаҫҫӗ. Стенд ҫинче ҫак шкулта тӗрлӗ ҫулта вӗреннӗ салтаксен сӑн ӳкерчӗкӗсем.
Александр Щербаковпа унӑн ывӑлӗ те хӑй вӑхӑтӗнче ҫак шкултах пӗлӳ илнӗ. Ывӑлӗ мобилизаципе повестка илсен, пӗр шухӑшламасӑр унпа пӗрле каяс тенӗ. Ҫапла вӗсем икӗ ҫул ытла ятарлӑ ҫар операцийӗнче.
Александр Щербаковӑн ҫар опычӗ те пур. Вӑл Афганистан, Чечня вӑрҫисене хутшӑннӑ. Салтакӑн кукашшӗ те, аслашшӗ те Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр тухнӑ.
Фронтран хыпар килессе килтисем чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Отпуск кунӗсенче вара ҫемье кашни саманта пӗрле ирттерме тӑрӑшать. Кашни тапхӑрӑн - хӑйӗн паттӑрӗсем. Ҫапах та кирек хӑш вӑхӑтра та Тӑван ҫӗршыва хӳтелекенсем яланах хисепре.
Диана Иванова, Святослав Петров