Паттӑр салтакӑн мухтавлӑ ячӗ яланах халӑх асӗнче пулӗ

Елчӗкри вӑтам шкула ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Николай Петров Раҫҫей геройӗн ятне пачӗҫ.

Елчӗк Ен халӑхӗшӗн, уйрӑмах ҫитӗнекен ӑрушӑн калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ патриотизм уявӗ. Муниципалитетри тӗп шкула 2023-мӗш ҫулта паттӑрсен вилӗмӗпе пуҫ хунӑ Раҫҫей геройӗн ятне пачӗҫ. Елчӗк шкулӗ халиччен кун пек пысӑк хисеп курман тесен те юрать. Тӗрлӗ вӑхӑтра кунтан чылай паттӑр тухнӑ. Вӑл йышра Александр Беляев Совет Союзӗн геройӗ те пулнӑ. Ун ячӗпе шкулта пионер дружини хисепленнӗ, ҫурт ҫамки ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Халӗ вара ҫӗнӗ самана ҫӗнӗ паттӑр ятне те хисеп тума ыйтать. Николай Петров ҫак шкултан 2017-мӗш ҫултан вӗренсе тухнӑ. Яланах пултарулӑхпа тата чун ҫирӗплӗхӗпе палӑрнӑ. Хӑйӗн вӑйне шанса темле йывӑр ӗҫе те хӑюллӑн пуҫӑнса вӗҫне ҫитернӗ. Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑра мала тухнӑ.

Ҫапла вӑл Мускаври аслӑ ҫар училищине ылтӑн медальпе пӗтерсе Дагестанра салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Ҫар операцийӗ пуҫлансанах пӗр шикленмесӗр ҫӗршыва хӳтӗлеме тӑнӑ. "Паттӑрлӑх" орденӗпе тата "Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн" медальпе чысланӑ.

2023-мӗш ҫулхи ҫуркунне Донецк тӑрӑхӗнчи хӗрӳ ҫапӑҫура Николай Петров ертсе пынӑ штурм ушкӑнӗ вуншар тӑшманпа вӗсен техникине тӗп тунӑ. Тан мар ҫапӑҫура хамӑрӑннисене мала ярас тесе Николай вилмеллех аманнӑ. Ҫапла вӑл, ҫӗршыв президенчӗн хушӑвӗпе "Раҫҫей Геройӗ" ята тивӗҫнӗ.

Халӗ вара, Николай Петров ҫуралнӑранпа 25 ҫул ҫитнӗ кун вӑл вӗреннӗ шкула паттӑр ятне пачӗҫ. Ҫурт ҫинчи асӑну хӑми ҫумне чечексем хунӑ хыҫҫӑн сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнакансем геройӑн вил тӑприйӗ ҫине те ҫитрӗҫ. Салтака вӑл ҫурласла ӳснӗ Тӳскел масарӗнчи чиркӳ алтарӗ ҫумне пытарнӑ. Ял ҫамрӑкӗсем вара кӗлӗ ҫуртне паттӑр ячӗпе ятарласа хатӗрленӗ Николай Атте ҫветтуйӑн турӑшне парнелерӗҫ. Ялта Николай Алексеевич пурӑннӑ ҫурт ҫинче те героя халалласа асӑну хӑми уҫрӗҫ.

 


Алексей Енейкин, Святослав Петров