Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Анат Чакӑра тӗплӗ юсав хыҫҫӑн культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ

Ҫакна халӑх  пуҫарӑвӗн программипе усӑ курса пурнӑҫлама май килнӗ. Аса илтеретпӗр, халӗ ку прогрмма "Ниме - халӑх бюджечӗ" ятлӑ.

Культура  ҫуртне ҫӗнӗтес шухӑш ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, республикӑри пӗр пысӑк предприяти пуҫлӑхӗн Роза Иванован ҫуралнӑ. "Икӗ ҫул каялла кунта стела уҫма килнӗччӗ, клуб кивӗ пулни вара ҫав тери пӑшӑрхантарнӑччӗ. Тӑван ҫӗршӗн усӑллӑ ӗҫ тӑвас килчӗ", тет вӑл. Ҫапла Роза Петровна культура ҫуртне ҫӗнӗтме укҫан тӗп пайне - 3 миллион ытла тенкӗ хывнӑ. Ялта пурӑнакансем тата 100 пин тенкӗ пуҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне вырӑнти хыснаран 1 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех клуба сӗтел-пуканпа тивӗҫтерме 2 миллиона тенкӗ яхӑн тӑккаланӑ. Уява пухӑннисене саламланӑ май муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ҫак клуба уҫни Анат Чакӑ ялӗн пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнине пӗлтерет, терӗ. Культура ҫурчӗ палламалла мар улшӑннӑ. Ялта пурӑнакансен пултарулӑхне аталантарма халӗ майсем ҫителӗклӗ.  Ҫутӑ залпа сцена, репетицисемпе уявсем ирттерме хӑтлӑ пӳлӗмсем, музыка хатӗрӗсем. Ҫӗнӗлнӗ клуб ял халӑхне пӗрлештерекен вырӑн пулса тӑрасси куҫкӗрет.

 

Диана Иванова