Пӑр ҫине тухма иртерех

Юханшывсемпе кӳлӗсем пӑрпа витӗнчӗҫ пулин те, унӑн хулӑнӑшӗ шанчӑклӑ мар. 

Ҫав вӑхӑтрах пулӑҫсем нимрен хӑрамасӑр хӗл ларнӑ-ларман пӑр ҫине тухаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫакӑ пурнӑҫшӑн хӑрушӑ пулнине асӑрхаттараҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем. Телее, пирӗн республикӑра пӑр ҫинче инкек тӳснӗ тӗслӗх  ҫак тапхӑрта пулман. Ҫапах та тимлӗхе ҫухатмалла мар. Пӑр ҫине машинпа тухасси пирки калаҫу та ҫук. Уйрӑмах ачасемпе асӑрхануллӑ пулмалла. Пӑрпа витӗннӗ пӗвесем патне пымалла мар. Ашшӗ-амӑшӗн ҫакӑн пирки ҫирӗп каласах тӑмалла.

 

Надежда Александрова, Игорь Ульянов