Паллӑ вырӑн иртен-ҫӳрене мухтавлӑ ентешсем пирки аса илтерсех тӑрӗ

Чӑваш литературин мухтавлӑ классикӗн Константин Ивановӑн ҫавра ҫулне халалласа Канаш тӑрӑхӗнчи Пайкилтре те уяв иртрӗ. Поэтӑн несӗлӗсем пурӑннӑ ҫурт вырӑнӗнче хӑйне евӗр историллӗ асӑну хӑми уҫрӗҫ.

Ҫӗршывпа унӑн мухтавлӑ ҫыннисем ҫинчен канашсем пӗтӗм тӗнче илтмелле янратма хатӗр. Мӗнле-ха хӗпӗртес килмӗ паллӑ та сумлӑ ентешсемпе. Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ ялтан инҫех мар вырнаҫнӑ ҫак пысӑках мар Пайкилтрен тӑван халӑх литературине ҫӗклекен икӗ хӑватлӑ ентешӗн йӑх-несӗлӗсем тухни паллӑ. Ӑсчахсем тӗпчесе ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, шӑп ҫак вырӑнта паллӑ чӑваш поэчӗсен - Константин Ивановпа Ухсай Яккӑвӗн мӑн аслашшӗсен ашшӗ Энтӗрук Ваҫукӗ ҫуралса ӳснӗ. 1762-мӗш ҫулта вӑл мӑшӑрӗпе, Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Енӗш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Симушка Вариххипе тата ачисемпе пӗрле Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялне куҫса кайнӑ. Ҫапла майпа, тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Константин Ивановпа Ухсай Якковӗ те 4-мӗш сыпӑкри тӑвансем пулса тӑнӑ. Вӗсене асӑнас ӗҫе те ҫулсерен ҫак ялтан пуҫлани вырӑнлӑ пулмаллине палӑртрӗҫ пухӑннисем.

Константин Ивановпа Ухсай Яккӑвӗн тӑхӑмӗсен йӑх йывӑҫӗ тымарланнӑ вырӑнта халӗ Мироновсен ҫемйи пурӑнать. Кил хуҫисем - Анатолий Николаевичпа Галина Харитоновна хӑйсен ҫурчӗ умне асӑну хӑми вырнаҫтарассине ырласа йышӑннӑ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫ вӗсемшӗн те пысӑк чыс пулнине каларӗҫ. Хисеп хӑмине уҫма пухӑннисемпе пӗрле кӑмӑлтан хӗпӗртерӗҫ.

Константин Ивановпа Ухсай Яккӑвне халалланӑ асӑну хӑмине малашлӑха пӑхса пачӑшкӑ та кӗлӗ туса сӑвапларӗ.

Нумай пулмасть, ҫыравҫӑсен союзӗ тӑрӑшнипе ялти Пайкилтпе Слакпуҫа пӗрлештерекен поэзи пахчинче хастарсем тӗрлӗрен йывӑҫ хунавӗ лартнӑ. Халӗ вара кунти тепӗр паллӑ вырӑн иртен-ҫӳрене мухтавлӑ ентешсем пирки аса илтерсех тӑрӗ.

Ҫак паллӑ пулӑма уявласа пухӑннисем ватти-вӗтти таранччен юрӑ-ташӑ кӗрекинче савӑнчӗҫ.

 

Алексей Енейкин, Олег Цыпленков