Ҫӗнӗ медпункт ялта уҫӑлни темиҫе уйӑх ҫеҫ пулин те, унти условисене ку тӑрӑхра пурӑнакансем хаклама ӗлкӗрнӗ те. Уйрӑмах фельдшерпа акушер пункчӗн ертӳҫи кӑмӑллӑ.
Ҫӗньялти фельдшерпа акушер пунктӗнче таврари 5 ялти 400 яхӑн ҫыннӑн сывлӑхне асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Ирина Терещенко фельдшерӑн тимлӗхӗнче ҫавӑн пекех 18 ача, вӑл шутра ҫулталӑка ҫитмен 3 пепке. Малтанхи ҫурт кивелнине пула юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫӗнӗ медпункт ял пуҫламӑшӗнче вырнаҫнӑ.
Интернет пурри те пысӑк ҫӑмӑллӑх, ытти тухтӑрсемпе ҫыхӑнса сӗнӳ-канаш илме пулать. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе тухӑҫлӑ усӑ курнӑ. Ҫитес вӑхӑтри тӗллевсем те пысӑк.
Ҫӗнӗ фельдшер пункчӗ чылай ҫул ку тӑрӑхри ҫынсен сывлӑхне упрама пулӑшакан вырӑн пуласса шанать ял халӑхӗ.
Оксана Верликова, Михаил Солин