Паха автоҫулсен шутне 85 процент таран ӳстермелле

Республикӑри транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин тӗп аталану ҫул-йӗрне палӑртрӗҫ. Ку тытӑмӑн пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсене Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ.

Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Максим Петров ҫак тытӑмӑн иртнӗ 5 ҫулти ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗ. Чӑваш Ен  автоҫулсемпе тивӗҫтернипе Атӑл федераци округӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑнать. 2019-мӗш ҫултан пуҫласа 2024-мӗш ҫулччен 2500 ҫухрӑм ҫул юсанӑ, 62 ҫухрӑм ҫӗнӗрен сарнӑ, 90 ҫухрӑм ҫутӑ тытӑмне йӗркене кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех йывӑрӑш виҫине тӗрӗслемелли 5 пункт тунӑ. 2020-мӗш ҫултан пуҫласа республикӑра 221 ҫӗнӗ троллейбус, 47 автобус туяннӑ. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан  60-мӗш, 61-мӗш тата 62-мӗш маршрутсем хута янӑ.

Пӗлтӗр электричествӑпа ҫӳрекен транспортпа 50 миллиона яхӑн пассажира турттарнӑ. Тӗпрен ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ аэропорт та аталансах пырть. Кӑҫал Шупашкартан Калининграда тата Махачкалана вӗҫме пулать. Ҫак рейссем пассажирсемпе 95 процент таран тулаҫҫӗ. Республикӑра юханшыв туризмӗн кӑтартӑвӗсем те аван. Пӗлтӗр "Валдай" йышши кимӗсемпе 19 пин ытла пассажира туртарнӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Ене теплоходсемпе килекен туристсен шучӗ те ӳснӗ. Иртнӗ ҫул Шупашкарти юханшыв порчӗ 732 карап йышӑннӑ. Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх тытӑмӗнчи тӗллевсем тата пысӑк. Паха автоҫулсен шутне 85 процент таран ӳстермелле.

Унсӑр пуҫне тӗрлӗ проект пӑхса хунӑ. Вӑл шутра Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗн дублерне, Шупашкарта виҫҫӗмӗш транспорт ункине тӑвасси тата "Мӑ-7" аслӑ ҫула ҫӗнетесси. 2030-мӗш ҫулччен "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 4 кӗпер юсама палӑртнӑ. Шупашкарта Гагаринпа Калинин кӗперӗсене, ҫавӑн пекех Красноармейскипе Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче пӗрер каҫӑ. Унсӑр пуҫне 937 ҫухрӑм ҫул йӗркене кӗртмелле.

 

Диана Иванова, Вадим Владимиров