Округра пурӑнакансемшӗн халӑха паха та тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ кӳни малти вырӑнта. Тухтӑрсене ӗҫлеме лайӑх майсем туса пани те пӗлтерӗшлӗ. Муркашри ҫӗнӗ сыватмӑша ҫу уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ - 192 миллион тенкӗ. Анчах та объектри ӗҫсем графикра палӑртнинчен 2 эрне юлса пыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра пулас больница никӗс тапхӑрӗнче. Чӳк уйӑхӗнче хута яма палӑртнӑ сыватмӑш мӗнле ҫӗкленнине малашне видеотрансляци меслечӗпе сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫакӑ ӗҫ пахалӑхне те, хӑвӑртлӑхне те витӗм кӳмелле.
Ҫамрӑксем пулсассӑн, ачасем ҫуралсассӑн ял пурӑнать, аталанать. Москассинче кивелсе усӑ курма юрӑхсӑра тухнӑ сатик вырӑнне ҫӗнни туни шӑпах ҫакна ҫирӗплетет те. Хальхи вӑхӑтра шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ, ҫурт таврашне хӑтлӑх, тирпей-илем кӳреҫҫӗ, котельнӑй тӑваҫҫӗ. Объект 94 процент чухлӗ хатӗр.
Алиса Александрова, Николай Скворцов