Раҫҫей первенствине 12-17 ҫулти яш-кӗрӗм хутшӑнчӗ. Полиатлон программине 5 спорт дисциплинине кӗртнӗ: 700 грамм таякан снаряда инҫӗшне пересси, ишесси, 100 метра тата 3 ҫухрӑма чупасси, ҫавӑн пекех винтовкӑран тӗл пересси.
Ӑмӑртӑва 10 ытла регионтан пурӗ 120 спортсмен хутшӑнчӗ. Вӑл шутра Чӑваш Ен чысне 25 атлет хӳтӗлерӗ.
Пирӗн командӑри хастарсенчен пӗри - Раҫҫей спорт мастерӗ, ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗн пайташӗ Вадим Иванов. Тупӑшу ҫав тери ҫивӗч пулнине тата Раҫҫей Кубокӗнче пӗрремӗш хут хутшӑннине пӑхмасӑр, Хӗрлӗ Чутай каччи лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗ. 3 ҫухрӑма чупса вӑл Вологда спортсменне хыҫа хӑварса хӑйне валли хушма очко ҫӗнсе илчӗ. Ҫакӑ ӑна виҫҫӗмӗш вырӑна тухма май пачӗ. 4 кун кӑтартӑвӗсем тӑрӑх вара пирӗн республика ушкӑнӗ кӗмел медале тивӗҫрӗ. Аграри университечӗн команди те ҫӗнтерӗве ҫывхартма пысӑк тӳпе хывнине палӑртмалла. Спорт клубӗсем хушшинче Надежда Иванова тренерӑн вӗренекенӗсем иккӗмӗш вырӑна тухрӗҫ.
Ку ӑмӑртусен пӗлтерӗшӗ пысӑк. Раҫҫей первенствипе Кубокӗн ҫӗнтерӳҫисем нарадӑсене тивӗҫнипе пӗрлех "Раҫҫей спорт мастерӗ" ята илеҫҫӗ.
Леонид Петров, Иван Макеев