Николай Владимиров сенатор пӗлтерӗшлӗ объектсенче ӗҫсем мӗнле пынипе паллашрӗ

Шупашкарти олимп резервӗн 9-мӗш спорт шкулӗ пулнӑ вырӑнта бассейн комплексӗ хӑпартаҫҫӗ, Шуршӑлта вара космонавтика музейне ҫӗнетеҫҫӗ. Ку пӗлтерӗшлӗ объектсенче ӗҫ мӗнле пынине асӑрхасах тӑраҫҫӗ. Лару-тӑрупа, уйрӑммӑн илсен, Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров паллашрӗ.

Бассейн комплексне иртнӗ ҫулталӑк вӗҫӗнче тума пуҫланӑ. Кунта икӗ хутлӑ ҫурт пулать. Пӗрремӗшӗнче - 3 бассейн, хывӑнса тӑхӑнмалли, ҫавӑн пекех ҫӑвӑнмалли пӳлӗмсем пулӗҫ. Чи пысӑк бассейн тӑршшӗ 52 метр, сарлакӑшӗ 25. Пӗр вӑхӑтра вӑл 120 ҫынна йышӑнма пултарать. Ҫапла сывлӑха ҫирӗплетме, ишес енӗпе ҫитӗнӳсем тума ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ. Комплексӑн иккӗмӗш хутӗнче 500 ытла вырӑнлӑ трибуна, хореографи, тренажер залӗсем йӗркелеҫҫӗ. Объектра ӗҫсем графикпе килӗшуллӗн пыраҫҫӗ.

Кунта 100 ытла ҫын ӗҫлет. Техника та ҫителӗклӗ. Комплекс хакӗ - 2 миллиард та 500 миллион тенкӗ ытла. Ӑна 2027-мӗш ҫулта ака уйӑхӗнче хута ямалла. Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров палӑртнӑ тӑрӑх, пулас спорт керменӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк, ҫавӑнпа та ӗҫсене тимлесех тӑрӗҫ. Ҫӗнӗ хула микрорайонта вара 1400 вырӑнлӑ шкул тӑваҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра кунта хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Шуршӑлти Андриян Николаев ячӗллӗ космонавтика музейне та пысӑк улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Кунта ӗҫсене пуш уйӑхӗнчӗ пуҫланӑ. Малтанхи ҫурта йӑлтах пӑсса тӑкнӑ. Пулас музейӑн проектне Мускаври пӗр пӗрлешӳ хатӗрленӗ. Унпа вӗсем ҫур ҫул ӗҫленӗ. Паха та кӑсӑклӑ пултӑр тесе малтанах ытти  космонавтика музейӗсене тӗпченӗ. Кунта вӗренӳ класӗсем, конференц-зал, планетарий, купол айӗнчи обсерватори пулӗ.

Ӗҫе темиҫе тапхӑра пайланӑ. Федераци тата республика хыснисенчен пӗтӗмӗшле пӗр миллиард та 80 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Музей мӗнле экспонатсемпе пуянланассине республика ҫыннисемпе, Шуршӑлта пурӑнакансемпе сӳтсе явсан лайӑх пулмалла, терӗ Николай Владимиров сенатор. Комплекс таврашӗнчи сад-парка та хӑтлӑх кӳрӗҫ.

 

Диана Иванова, Виктор Степанов