Несӗлсем 80 ҫул каялла Ҫӗнтерӳшӗн ҫапӑҫнӑ вӑхӑтсене аса илсе

Куславкка тӑрӑхӗнче "На рубеже" ҫарпа патриотизм фестивалӗ иртрӗ. Вӑл Раҫҫейпе Беларуҫ ҫамрӑкӗсене пӗрле пуҫтарчӗ.

Фестиваль 4-мӗш хутчен фронтри тата тылри паттӑрсене сума сӑвакансене вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине чавнӑ тӗлте пуҫтарчӗ.

Ҫарпа истори клубӗсен хастарӗсене, шырав отрячӗсене, ҫӗршыв историне мала хуракансене Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ вырӑнсене тухса ҫӳресе пысӑк ӗҫ тунӑшӑн тав турӗ.  Раҫҫей Хӳтӗлев министерствин ятарлӑ паллипе пирӗн ӗҫтеше Алексей Енейкин корреспондента тата Кӳкеҫри сусӑр ачасен интернат-шкулӗнче вӗрентекен Валерий Галямина чысларӗ.

Хӑрушӑ ҫулсенче Куславкка тӑрӑхӗнчи йывӑр ӗҫре тертленнисене асӑнса лартнӑ мемориал таврашӗнче палаткӑсен лагерьне йӗркеленӗ. Кунти лару-тӑрӑва салтаксем тепӗр хӗрӳ ҫапӑҫуччен сывлӑш ҫавӑрса илнӗ вӑхӑтпа танлаштарма пулать. Чӑваш Енре никӗсленнӗ стрелоксен 139-мӗш дивизийӗн батальон штабне Шупашкарти "Русский егерь" ҫарпа истори клубӗ сӑнарланӑ. Офицер малти линирен килекен кӑтартусем тӑрӑх картта хатӗрлет. Юнашарах 41-мӗш тата 45-мӗш ҫулти "Правда", "Вечерняя Москва" хаҫатсем.    

Раҫҫейри шырав юхӑмӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Евгений Шумилов палӑртнӑ тӑрӑх, Куславкка тӑрӑхне 70-мӗш ҫулсенче студентсен ушкӑнӗпе килсен окопсем тӗлне пулнӑ. Ҫавӑн чухне ку пулӑмсемпе кӑсӑкланса кайнӑ та.

Фестиваль программинче чи пӗлтерӗшли - 1945-мӗш ҫулта Хӗвелтухӑҫ Пруссинче пулнӑ операцие сӑнлани. Унта пирӗн 139-мӗш тата 324-мӗш стрелоксен дивизийӗсен салтакӗсем хутшӑннӑ. Операцие йӗркелекенӗ - Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗ Александр Боголюбов. Реконструкцире ҫар техники те нумай пулчӗ. Т-34 танк пирки, сӑмахран, пурте пӗлеҫҫӗ. Унӑн ҫӗнетнӗ модельне Хусанти танк училищинчен илсе килнӗ. Республикӑра малашне те Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисене асра тытса тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерме палӑртнӑ.

 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Алексей Енейкин