Нарспи сӑнарне тивӗҫлӗн кӑтартма пултаракан хӗре шыраҫҫӗ

Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫӗнӗ спектакль кӑларма хатӗрленет: сцена ҫине кӗҫех халӑх 40 ҫул пысӑк тунсӑхпа кӗтнӗ "Нарспи" тухӗ. Ӑна лартма Кавккас хӗрне чӗнсе илнӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗнче - тӗрлӗ халӑх ӳнерҫисем.

Данна Афаунова Мускавра театр институчӗ пӗтернӗ, хальччен - сахал-и, нумай-и - виҫӗ спектакль лартса курнӑ. Константин Иванов ячӗллӗ театр 40 ҫул "Нарсписӗр" пурӑнни ӑна кӑштах тӗлӗнтерет те: "кашни чӑваш хӗрӗнче Нарспи пурах" тет ҫамрӑк режиссёр. Ҫапах та Нина Григорьева хыҫҫӑн унӑн сӑнарне туллин кӑтартма пултаракан артист тупӑнман-мӗн. Елена Николаева вара пуҫлӑх вырӑнне ларсан татӑклӑ йышӑну тунӑ: театр классикӑмӑрӑн ячӗпе хисепленет тӗк, унӑн тӗп хайлавне ҫӗнӗрен инсценировкӑласа лартма вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫак тӗллевпе вӑл Мускаври театр институчӗпе ҫыхӑннӑ, ҫӗршыври пултаруллӑ сцена ӳнерӗн ӑстисене пӗрлехи ӗҫе явӑҫтарнӑ.

Хальхи Нарспи сӑнарне тивӗҫлӗн кӑтартма пултаракан хӗре тупас тесе театр кастинг йӗркеленӗ. Унта тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсенче, халӑх театрӗсенче 3 ҫултан кая мар ӗҫленӗ ҫамрӑксене йышӑнаҫҫӗ. "Сетнер вара пур" терӗ Данна Афаунова ытарлӑн кулса: театрти артистсемпе уйрӑмшарӑн курнӑҫса калаҫнӑ та иккен. Вӑл, пӗр харӑсах инсценировка авторӗ те, режиссёр та пулнӑ май, поэмӑри шыв юххи пек кӗвӗлӗхе те сыхласа хӑварас ӗмӗтлӗ, ҫавӑнпа пӗрлех унри вута паянхи куна куҫарса ҫамрӑксене тивертесшӗн. "Хамӑр вӑй ҫитнӗ таран темӗнле чӗрӗ, кашни чӗрене ярса илекен япала тӑвас килет, хальхи яш-кӗрӗмпе куҫа-куҫӑн калаҫни, вӗсене шухӑша яни кирлӗ, ман шутпа" тет вӑл. Хӑйне шанать пулин те, хӑранине те пытармарӗ. Халӑхшӑн чи пӗлтерӗшлӗ, вилӗмсӗр хайлавӑн чунӗ патне ҫывхарасси пуриншӗн те яваплӑ. "Кашкӑртан хӑрасан вӑрмана ан кай" теҫҫӗ. Академи драма театрӗ чӑннипех те чӑрсӑр утӑм тӑвать. Паллах, ӑнӑҫӑва ҫирӗп шанса.

"Нарспи" спектакль сцена ҫине ҫитес ҫул, ака уйӑхӗнче тухмалла. Ӑна лартма театр Республика Пуҫлӑхӗн 5 миллион грантне тивӗҫнӗ.

 

Марина Карягина, Виктор Степанов