Наци проекчӗпе кӑҫал республикӑра 80 ҫухрӑм ҫул йӗркене кӗртмелле

Ҫулсене йӗркене кӗртесси - Чӑваш Правительствин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Иртнӗ пилӗк ҫулта "Хӑрушлӑхсӑр тата  паха ҫулсем" наци проекчӗпе  регионти ҫулсен 85 процентне нормӑна ҫитернӗ тата 23 кӗпер юсанӑ. Малашне ку ӗҫ "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырӗ. Кӑҫал, тӗслӗхрен, 80 ҫухрӑм ҫул тата 4 кӗпер юсама палӑртнӑ. 

Красноармейски тӑрӑхӗнче строительсем Шетмӗ юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсаҫҫӗ. Ӑна 1977-мӗш ҫулта хута янӑ. Ҫур ӗмӗр хушшинче вӑл самай юхӑннӑ. Гидроизоляци юрӑхсӑра тухнӑ, асфальт шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ.  Ҫитменнине, конструкцисен бетонӗ арканма тытӑннӑ. Подряд организацийӗ юсава нарӑс уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Ӗҫе икӗ тапхӑра пайланӑ. Хальхи вӑхӑтра  рабочисем кӗперӗн сылтӑм енне ҫӗнетеҫҫӗ. Малтанах бетон конструкцисене ҫирӗплетеҫҫӗ. Унтан кӗпер сийне тӳрлетсе асфальт сараҫҫӗ. Кӳлленчӗксем пуласран ҫумӑр шывӗ юхса каймалла тӑваҫҫӗ. Строительствӑна килӗшӳ тӑрӑх чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле.

"Шупашкар - Сӑр" ҫулӗ ҫинче те хӗрӳ ӗҫ пырать.  Хӗлкаҫа ку лаптӑк чылай ҫӗрте пӑсӑлнӑ, теҫҫӗ специалистсем.  Ку ҫулпа машинсем йышлӑ ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑнпа та палӑртнине хӑвӑртрах тӑвас тесе подряд организацийӗ объекта мӗн пур вӑя явӑҫтарнӑ.

Строительсем ӗҫе ҫу уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче пуҫланӑ. Ку лаптӑк валли контрактпа 62 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Ӗҫсем кал-кал пырсан ҫывӑх вӑхӑтра 3 ҫухрӑм та 700 метр асфальт ҫӗнелмелле.

Ҫавӑн пекех "Шупашкар - Сӑр" ҫулӑн тепӗр лаптӑкне те йӗркене кӗртеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра  юсав Нурӑспа Ҫӗмӗрле хушшинче пырать. Кунта 6 ҫухрӑм ҫул йӗркене кӗртмелле. Ку ӗҫе те "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Ырӑ улшӑнусене пурте чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ.

Ҫул-йӗр тата автотранспорт тытӑмӗсемпе Чӑваш Ен экономикипе социллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗ тӳрремӗн ҫыхӑннине влаҫ тилхепине тытса пыракансем лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Каламасӑрах паллӑ, паха ҫул-йӗр республикӑна инвестицисем явӑҫтарма пулӑшать. Ҫавӑнпа та наци проекчӗ пулӑшнипе  республикӑри ҫулсене малашне те пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ.

 

Леонид Петров, Вадим Владимиров