Библиотека ятарлӑ хатӗрсене патшалӑх программин пулӑшӑвӗпе туяннӑ. Вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 3 миллион тенкӗ. Вӗсем хускану енчен хавшак, куҫ курман, япӑх илтекен ҫынсене библиотекӑна чӑрмавсӑра кӗрсе тухма, компьютерпа тата ятарлӑ техникӑпа усӑ курса кӗнекесем вулама, документсемпе ӗҫлеме май параҫҫӗ.
Вулавӑшра ҫавӑн пекех чун канӑҫне тупма, психолог сӗнӳ-канашне илме реабилитаци кӗтесӗ те йӗркеленӗ. Унта меллӗ креслосем вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑнтах аудио, видео хатӗрсем пур.
Реабилитаци пӳлӗмӗпе ятарлӑ ҫар операцинче пулнӑ салтаксемпе вӗсен ҫемйисем те усӑ курма пултараҫҫӗ. Алексей Моисеев нумай пулмасть вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑннӑ. Фронтри вӑхӑт уншӑн та, тӑванӗсемшӗн те йывӑр тапхӑр пулнӑ. Лапкӑлӑха тавӑрма пулӑшас тӗллевпе мӑшарӗ Алексея центра ертсе килнӗ.
Библиотекӑри суккӑр е япӑх куракансен пӳлӗмне те ҫӗнӗ техникӑпа пуянлатнӑ. Халӗ унти майсем самай анлӑланнӑ. Компьютерпа тата ятарлӑ программӑпа усӑ курса сусӑрсем сасӑ, графика тата текст информацийӗсемпе ӗҫлеме пултараҫҫӗ.
Оксана Верликова, Игорь Ульянов