Наци библиотекинче поэзие юратакансен "Хавхалану" клубне йӗркеленӗ

Чӑваш Енре сӑвӑ ҫыракан йышлӑ. Вӗсен шайӗ тӗрлӗрен пулин те, ӑсталӑхне туптас текенсем аталанма май тупаҫҫех. Ҫак тӗллевпех наци библиотекинче ӗҫлекенсем "Хавхалану" поэзие юратакансен клубне йӗркеленӗ.

Сӑвӑҫӑн чунне мӗн ыраттарать - вӑл ҫавӑн ҫинчен ҫырать. Вӑрҫӑ хирӗнче ҫӗршыва хӳтӗлекен салтаксем, ялан хӑй патне асамлӑ вӑйпа туртакан ҫуралса ӳснӗ ял, юратнӑ ҫын сӑнарӗ - ытларах ҫак темӑсем канӑҫ памаҫҫӗ паянхи ҫыракана. Поэзие юратакансен "Хавхалану" клубӗ сӑвӑҫсене "пӗр-пӗрне итлеме" май туса парать.

Уйӑхра пӗрре иртекен улахра чи малтан ҫавра ҫулне паллӑ тӑвакан сӑвӑҫсене мала хураҫҫӗ: ҫак тӗпеле пуҫтарӑннисене те, пурнӑҫран уйрӑлнисене те. Хальхинче Василий Эктеле асӑнчӗҫ. Малтан Шупашкарти педагогика институтӗнче ӳнерҫе, кайран Мускаври литература институтӗнче ҫыравҫа вӗреннӗ пултаруллӑ, пысӑк пӗлӳллӗ Василий Петрович нумай жанрпа ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. Шел, ытла та ир, 55 ҫултах пиртен уйрӑлса кайрӗ. Унӑн пиччӗшӗ, Пётр Сидоров журналист, шӑллӗ пӗчӗклех литературӑпа ӳнер енне туртӑнни ҫинчен каласа пачӗ.

Василий Кервен те - нарӑс уйӑхӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ. Ӑна ача чухне поэзи тӗнчине илсе кӗрекен сӑлтав этем уҫлӑха вӗҫни пулнӑ иккен.

Галина Серебрякова-Кӗмӗл, Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ чӑваш хӗрӗ, чылай ҫул милицире ӗҫленӗ, анчах сӑвӑ ҫырмасӑр пурӑнайман.

Кашнин - хӑйӗн шӑпи, кӑсӑклӑ асилӳ. Арсений Тарасов паллӑ драматургӑн литературӑри пирвайхи утӑмӗсем те поэзирен пуҫланнӑ, сӑввисем чи малтан студент чухне халь хӑй ӗҫлекен "Тӑван Атӑл" журналта пичетленнӗ.

Поэзие юратакансен "Хавхалану" клубӗ ҫитес улахне пуш уйӑхӗнче ирттерет. Унта кӑмӑл тӑвакансем пурте кайма пултараҫҫӗ.

 

Марина Карягина, Вадим Владимиров