8 ҫул каялла Анатолий Рыбкинӑн "Мой старый добрый дом. Записки художника" ятлӑ кӗнеки регионсем хушшинчи "Вулакан тӗнче" фестивальте лауреат ятне тивӗҫнӗччӗ. Художник ҫинчен Людмила Митрохина хатӗрленӗ кӑларӑм та хӑйне евӗрлӗ: вӑл - хаклавсен пуххи. Темиҫе пайран тӑракан альбомра - 1977-мӗш ҫултанпа сӑрӑ ӑстин тӗрлӗ куравӗнче ҫынсем ҫырса хӑварнӑ шухӑшсем, Рыбкин ӗҫӗсен репродукцийӗсем, унӑн кун-ҫулӗн фотохроникипе картинисен списокӗ. Анатолий Петровичӑн пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем ҫак кӗнеке тухасса тахҫантанпах кӗтнӗ.
Ӑҫта кӑна ҫитмен хальччен Анатолий Рыбкинӑн картинисем: вӗсене Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулинче кӑна мар, чикӗ леш енче те - Японире, Индире, Францире, Германире, Египетра, Тунисра, Китайра, Куба ҫинче курса тӗлӗннӗ. Унта пурӑнакансем чӑваш ывӑлӗн тӗнче курӑмӗпе ӑсталӑхне хаклани те паха пирӗншӗн.
Кӗнеке хӑтлавне пухӑннисен пысӑках мар куравпа паллашма та май пулчӗ. Рыбкинӑн ӗҫӗсене ыттисеннипе арпаштарма ҫук ӑшӑлӑхпа чӗрӗлӗхӗнчен, уйрӑм тӗссен ҫураҫӑвӗнчен, курма хӑнӑхман композицирен тӳрех палласа илме пулать. Вӗсенче пурнӑҫа, ҫынсене, ҫӗршыва юратни куҫа ҫупӑрлать. Художникшӑн тӑван ялӗ, ҫуралса ӳснӗ килӗ - тӗнче варри, ун тыткӑчи пек. Кунта кашни ҫулҫӑ, тахҫан куллен усӑ курса киветнӗ мӗнпур япала ачалӑх чӗлхипе калаҫса чуна пӑлхантарать.
"Пире пӗлсе хума паман..." - Тютчев сӑввинчи йӗркепе ҫапла ят панӑ кӗнеке тӗлпулӑва пуҫтарӑннӑ студентсемшӗн те, ӗҫтешӗсемшӗн те хаклӑ. Анатолий Рыбкинӑн "тӗлӗнтермӗш, ырӑ, ӗмӗрлӗх тӗнчи" - чӑваш ӳнерӗн юлашки тапхӑрти ҫӗнӗ ӳсӗмӗ ҫинчен каласа парать.
Марина Карягина, Вадим Владимиров