Мускаври ҫул-йӗр институчӗн Атӑлҫи филиалӗнче пушар тухнӑ сценарипе вӗренӳ иртрӗ

Вырӑна темиҫе ҫӑлав машини васкавлӑ ҫитрӗ. Ҫулӑм акт залӗнче алхасма пуҫланӑ. 

Пушар пирки пӗлтерсенех пурне те ҫуртран тухма ыйтнӑ. Сценарипе  ҫулӑм акт залӗнче - 4-мӗш хутра пуҫланнӑ. Кун пек чухне кашни минут шутра. Вырӑна 2 пушар машини, 6 автоцистерна ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех ытти васкавлӑ службӑсем те хутшӑнчӗҫ. Ҫулӑм питӗ хӑвӑрт сарӑлнипе темиҫе ҫын ҫуртра юлнӑ. Вӗсен тӗтӗмпе чыхӑнса вилес хӑрушлӑх пулнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем инкеке лекнисене кислород маски тӑхӑнтартса уҫӑ сывлӑша илсе тухрӗҫ. Тухтӑрсем вӗсене пулӑшу кӳме хатӗр тӑчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра вут-ҫулӑма хирӗҫ кӗрешекенсем "хӗрлӗ автана" лӑплантарчӗҫ. 

Ҫакӑн пек вӗренӳсен пӗлтерӗшӗ пысӑк. Тӗрлӗ служба хӑйсен ӑсталӑхне ӳстерет. Хальхинче те вӗсем хӑйсен умне лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫларӗҫ.

 

Диана Иванова, Денис Пахмутов, Святослав Петров