Муркаш тӑрӑхӗнче волейбол тата шашка-шахмат енӗпе йӑлана кӗнӗ ӑмӑртусем иртрӗҫ 

Кӑҫал ҫӗршывра "Физкультурӑпа спорт аталанӑвӗ" программа вӑй илнӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри 2030-мӗш ҫул тӗлне спортпа туслисен йышне 70 процент таран ӳстересси. Муркашсем те ҫакна тӗпе хурса ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ ӑмӑрту ирттереҫҫӗ. Нумай пулмасть ку тӑрӑхра "Оринино" ял хуҫалӑх предприятийӗн волейбол, шашка-шахмат енӗпе 30-мӗш ӑмӑртӑвӗ пулчӗ.

Ертӳҫисем улшӑнсан та ял хуҫалӑх предприятийӗ 90-мӗшсенче йӑлана кӗртнӗ ӑмӑрту пӗр ҫул сиктерми спортсменсене пуҫтарать. Шкул ачисемпе ҫамрӑксем, ветерансем тупӑшусене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Волейбол вӑййинче вӑр-варлӑх, ҫаврӑнӑҫулӑх, ӑсталӑх кирлӗ, шашка-шахмат вылякансен тавҫӑруллӑ пулмалла. 3 енлӗ турнир вӑхӑтӗнче спорт залӗ самантлӑх та пушанмасть, сӗтел ҫи вӑййине хутшӑнакан та йышлӑ. 

Пурӗ спорт уявне 8 ушкӑн килсе ҫитнӗ. Волейбол вӑййи харӑсах икӗ лапамара - Оринин тата Москакасси ялӗсенчи шкулсен спорт залӗсенче - иртрӗ. Ӑсталӑхне яланхилле ҫӳллӗ шайра кӑтартса "МетПласт" команда ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. 2-мӗш вырӑнта - "Оринино G Energy" спортсменӗсем, 3-мӗшсем - чуманкассисем. 

Шашка-шахмат вӑййинче маттуррисене арҫынсем, хӗрарӑмсем хушшинче уйрӑммӑн палӑртрӗҫ. Пӗтӗмӗшле командӑсем хушшинче "Оринино G Energy" пӗрремӗш вырӑна тухрӗ, 2-мӗш - "МетПласт", 3-мӗш Оринин территори уйрӑмӗ тӑратнӑ ушкӑн.

 

Алиса Александрова, Иван Макеев