Муркаш ҫӗрӗ ҫинче боксра чи вӑйлисем вӑй виҫрӗҫ

Районти "Сывлӑх" спорт комплексӗнче 12-мӗш хут  муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн парнисемшӗн тупӑшрӗҫ.

Пӗр турнирта ҫар ӗҫӗсен ветеранӗсем те, хальлӗхе рингра тупӑшакан ҫӗршывӑн пулас хӳтӗлевҫисем те. 12 ҫулта Афганистанри хирӗҫ тӑру вӗҫленнине халалланӑ ӑмӑртусем ҫӳллӗ шая ҫитнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл тӑван кӗтесшӗн кирек ӑҫта та кар тӑма хатӗррисене пӗрлештерсе тӑрать.

Муркашри спорт ӑстисене рингра хирӗҫ тӑракансем йышлӑ пуҫтарӑннӑ. 5 ӳсӗм категорийӗнчи 150 яхӑн спортсмен хушшинче нумай пулмасть республика шайӗнчи ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем кӑна мар, Киров, Чӗмпӗр, Саратов, Самар, Тутарстан, Мари тӑрӑхӗсен чысне хӳтӗлекенсем те. Хӑнасене йышӑнакансен ушкӑнне ҫамрӑксен 2025-мӗш ҫулти чемпионачӗн чи лайӑх боксерӗ Алексей Алексеев ертсе пычӗ. Вӑл хӗрлӗ майкӑпа. Команда капитанӗ малтанхи тупӑшурах хирӗҫ тӑракана ҫӑмӑллӑн ҫӗнтерчӗ.

Алексейсӑр пуҫне "Сывлӑх" спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан тепӗр 17 боксер ринга тухрӗ. Виҫҫӗшӗ - хӗрсем. Ушкӑна ертсе пыракан ҫӗнтерни Йӳҫкасси шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен Евгения Иванована та хавхалантарать. Спортӑн ҫак тӗсӗнче вӑл 2 ҫул кӑна-ха.

Пухӑннисем ҫитӗнекен ӑру тӑван тӑрӑх ятне яланах ҫӳллӗ шайра тытса пырассине шаннине палӑртрӗҫ.

 

Алиса Александрова, Вячеслав Ильин