Лагерьти кашни кун тухӑҫлӑ та усӑллӑ иртнӗ

Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри "Паттӑрсен ҫӗршывӗ" лагерӗн 1-мӗш смени вӗҫленчӗ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи "Белые камни" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центрта ӗҫленӗ. Тӗрлӗ регионтан пухӑннӑ ҫамрӑк патриотсемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ.

Ҫӗршыври ҫарпа истори пӗрлешӗвӗ "Паттӑрсен ҫӗршывӗ" лагере 2019-мӗш ҫултанпа йӗркелет. Пирӗн республикӑра проект 2-мӗш ҫул пурнӑҫланать. "Белые камни" центра 18 регионтан пурӗ 450 ача килнӗ. Икӗ эрне пыракан сменӑра ҫамрӑксем 4 енпе ӑсталӑхне туптанӑ: "Хӳтӗлевҫӗсем", "Истори управҫисем", "Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем" тата "Медиа Ҫӗнтерӳ". Ҫавӑн пекех ачасем пӗлӗвне пуянлатнӑ, тӑван ҫӗршыв, Раҫҫей ҫар историйӗпе паллашнӑ,  социаллӑ проектсем ҫырнӑ, хул-ҫурӑмне те ҫирӗплетнӗ. "Проект пӗлтерешӗ ҫав тери пысӑк. Тепӗр ҫул та сире хамӑр патӑрта кӗтетпӗр" - терӗ Олег Николаев. Ҫак лагерь республикӑри патриотсен юхӑмне аталанма ҫӗнӗ вӑй парать.

Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ ачасем валли экскурсисем йӗркеленӗ, республикӑри паллӑ ҫынсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫамрӑксен пӗр пушӑ вӑхӑт та пулман. Лагере лекме те ҫӑмӑл мар. Ачасем ятарлӑ суйлав витӗр тухнӑ.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫамрӑксемпе уҫӑ калаҫу ирттерчӗ. Кашниех хӑйне мӗн кӑсӑклантарнине ыйтма пултарчӗ. Ыран вара "Паттӑрсен ҫӗршывӗ" лагерӗн 2-мӗш смени пуҫланать. 

 

Диана Иванова, Вадим Владимиров