Кӳкеҫре республика шайӗнчи "Жемчужинки Чувашии" фестиваль-конкурсӑн гала-концерчӗ иртрӗ

Вӑл пӗр сцена ҫинче Чӑваш Енри пултаруллӑ ачасене 2000-мӗш ҫултанпа пуҫтарать.

"Жемчужинки Чувашии" - пултаруллӑ ачасене тупса палӑртма, вӗсене аталантарма пулӑшакан фестиваль. Ачасем юрлас, ташлас, музыка инструменчӗсемпе калас енӗпе тупӑшаҫҫӗ. Суйлав тапхӑрӗ пуш уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Унтанпа тӳресем 10 муниципалитетри 400 ытла ачан ӑсталӑхне хакланӑ. Финала 20 номер суйласа илнӗ.

Чӑваш Енри талантсемпе паллашма ҫӗршыври паллӑ композитор, Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Григорий Гладков, Юрий Энтин пултарулӑх центрӗн ертӳҫи Константин Мулин тата фестивале ирттерме пулӑшакан Сергей Бреус предприниматель килсе ҫитнӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе мала тухнӑ ачасем хӑйсен пултарулӑхне ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи сценӑсем ҫинче кӑтартма пултараҫҫӗ. Анлӑ сарӑлнӑ юрӑсен авторӗ Юрий Энтин поэт вара ҫӗнтерӳҫӗсене инҫет мелӗпе саламларӗ. Вӑл Чӑваш Ен культура тӗлӗшӗнчен пуян та хӑйне евӗрлӗ регион, кунти ачасем "ахах мерченӗсем" пулнине каларӗ. 
Ачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшакан, вӗсене ҫул уҫса паракан педагогсене Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Малалла тата та ытларах ҫакӑн йышши маттурсем ҫитӗнтерме вӑй-хӑват сунчӗҫ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене вара парнесемпе дипломсем парса хавхалантарчӗҫ.

 

Оксана Верликова, Виктор Степанов