Куславккара тӑватӑ регионти шкул ачисем волейболла выляса ӑмӑртрӗҫ

Чӑваш Енри, Мари Элти, Тутарстанри, Чулхула облаҫӗнчи волейбол вӑййине кӑмӑллакансем Куславкка тӑрӑхӗнче пухӑнчӗҫ. Пӗлӳ учрежденийӗсен 22 ушкӑнӗ регионсен шайӗнчи турнир парнисемшӗн тупӑшрӗ. "Атӑл" спорт керменӗнче иртнӗ тӗлпулӑва Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен тата Пӗтӗм Тӗнчери Хӗрарӑмсен кунне халалларӗҫ.

18-мӗш хут иртекен турнира хутшӑнакансем вӑйӑ лапамне ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑмпа тухрӗҫ. Раҫҫей сенаторӗ Николай Федоров ятарлӑ парне  - Раҫҫейӗн пӗрремӗш Президенчӗ, СССР спорт мастерӗ Борис Ельцин ячӗпе кӑларнӑ сехет хатӗрленине пӗлтерчӗ. Ӑмӑртӑва ӑста спортсменсем те, округ тулашне пӗрремӗш хут тухакансем те килсе ҫитнӗ.

Тупӑшусем хӗрӳ пулчӗҫ. Чулхула тӑрӑхӗнчи ялти пӗчӗк шкултан килнӗ ушкӑн Хусанти 6-мӗш гимнази ачисене пӗрремӗш тӗлпулурах парӑнтарчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекеймерӗ пулин те, ачисен ӑсталӑхӗпе вӗрентекенӗ кӑмӑллӑ юлчӗ. Финалта Олимп резервӗн 3-мӗш шкулӗн ушкӑнне Спорт министерствин 11-мӗш шкулӗн команди 2:1 шутпа ҫӗнтерчӗ. Сӑмах май, мала тухнӑ ушкӑн йышӗнче харӑсах Раҫҫей чемпионатӗнче вылянӑ 3 спортсмен. Хӗрсем хушшинче 25 пин тенкӗпе танлашакан парнене Тутар Республикинчи нурлатсем ҫӗнсе илчӗҫ. Вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ ушкӑна парӑнтарчӗҫ. Ӑмӑртӑвӑн судьясемпе тренерсен комитечӗ ача-пӑча спортне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн турнира ялан йӗркелекен Юрий Зорина Николай Федоров сенатор парнине пама йышӑнчӗ.  

Юрий Зорин малашне те спортпа туслӑ ҫамрӑксене хавхалантарса тӑма шантарчӗ.

 

Алиса Александрова, Вячеслав Ильин