Карачра культура вучахӗ ҫӗнӗ вӑйпа ялкӑшма пуҫласса 4 ялта пурӑнакан халӑх кӗтнӗ. Ҫавӑнпа та унӑн алӑкӗ яри уҫӑлнӑ кун уява йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Ҫулталӑк пынӑ юсав культурӑра тӑрӑшакансен кулленхи ӗҫне самантлӑх та чарса лартман. Тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа библиотекӑра ирттернӗ. Ҫӗнни вӑхӑтра каясса вара питӗ шаннӑ.
100 ҫын вырнаҫмалӑх клуба вӑхӑтлӑ туса пӗтернӗ. Пӗтӗмӗшле строительство ӗҫне 65 миллион тенке яхӑн хывнӑ. Ҫӗнӗ ҫурта сӗтел-пукан илсе лартнӑ, сцена ҫине тухмалли ҫи-пуҫ туяннӑ, компьютер, сасӑ, ҫутӑ хатӗрӗсем те ҫӗнӗ. Клубри пӗрремӗш концерта 4 ял ҫыннисем сумлӑ хӑнасемпе пӗрле курчӗҫ.
Уявра кӑна мар, ытти чухне те кунта ватти-вӗттине хапӑл пулӗҫ. "Энӗш" халӑх фольклор ушкӑнӗсӗр пуҫне Карачри культура ҫуртӗнче халӑх пултарулӑхӗн тепӗр 9 кружокӗ ӗҫлет.
Куславккасен хӑйсен савӑнӑҫӗ. 1988-мӗш ҫулта хута янӑ вулавӑша паянхи саманапа килӗшӳллӗн ҫӗнетме май килнӗ. Хулари тата ҫывӑхри ялсенче пурӑнакан 8 пине яхӑн ҫыншӑн уҫӑ вӑл. Ҫак йышран ҫурри кӗнекепе туслӑ. Малашне вулакансем хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Сӑмах май, пичет кӑларӑмӗсен фончӗ те пуянланнӑ. Ҫӗнӗ 3 пин те 300-е яхӑн кӗнеке туянма май килнӗ. Библиотекӑра вулав центрӗ те, курав, информаци лапамӗсем пур.
Библиотекӑна тӗпрен ҫӗнетме республика хыснинчен 10 миллион тенкӗ, вырӑнти хыснаран 638 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗтӗмпе кӑҫал республикӑра хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерекен 8 вулавӑш хута янӑ. Ҫитес ҫул сахалатан та 10 модельлӗ библиотека уҫас тӗллевлине пӗлтерчӗ Олег Николаев.
Алиса Александрова, Сергей Емельянов