1960 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗ. Офтальмологи аталанӑвӗнче ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ. Элӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Лена Петрован, халӗ вӑл Каптурина, пурнӑҫӗ те тӗпрен улшӑннӑ. Ҫак кун ӑна операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ. Хӗрача ҫуралнӑранпах катарактӑпа аптранӑ. Святослав Фёдоров тухтӑр куҫ шӑрҫине ҫӗннипе улӑштарма сӗннӗ. Ҫакна тума нумай тӗпчев ирттернӗ вӑл. Шупашкарти электроаппарат заводӗнче ӗҫленӗ Семён Мильманран пулӑшу ыйтнӑ.
Татьяна Артемьева аллинчи "Леночка и её доктор" кӗнекене "Куҫ микрохирургийӗ" медицина центрӗ шӑпах ҫак паллӑ кун тӗлне кӑларнӑ. Елена Павловна утӑ уйӑхӗн 5-мӗшне паянхи пек ас тӑвать. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Анчах Святослав Фёдоров ӗҫтешӗсенчен нумайӑшӗ ун чухне ҫак меслете сивленӗ. Чӑваш Енпе унӑн вӑхӑтлӑха сыв пуллашма тивнӗ. Ҫулсем иртсен Шупашкарта вӑл "Куҫ микрохирургийӗ" медицина центрӗн пӗрремӗш филиалне уҫнӑ.
Тухтӑр хӑйӗн пациенчӗпе ҫыхӑнӑва татман. Святослав Николаевич Леночка пурнӑҫӗпе кӑсӑклансах тӑнӑ, пӗр-пӗрин патне вӗсем ҫыру ҫӳретнӗ. Елена Каптурина халӗ Муркаш тӑрӑхӗнче пурӑнать, шкулта учительте ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Аслӑ ывӑлне вӑл хӑйне куҫ парнеленӗ тухтӑрӗн ятне панӑ.
Офтальмологи аталанӑвне Святослав Фёдоров калама ҫук пысӑк тӳпе хывнӑ. Лазер технологисене ӗҫе кӗртесси, глаукома, инҫете курманнине сиплесси - унӑн тӗпчевӗсемпе меслечӗсене паянхи кун та усӑ кураҫҫӗ. Куҫ шӑрҫине улӑштарасси те халӗ куллен тӑвакан операци.
Пӗрремӗш куҫ шӑрҫи куҫарса лартнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ ятпа офтальмологсем нумай ӑшӑ салам йышӑнчӗҫ.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров.