Константин Ивановӑн ҫавра ҫулне мӗнпур чӑваш тӗнчинче паллӑ тӑваҫҫӗ

Чӑваш литературин классикӗ, вилӗмсӗр "Нарспи" поэма авторӗ ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине Шупашкарта анлӑн паллӑ турӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ "Константин Иванов кунӗ" уяв йӗркелесе ирттерчӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе сӑвӑҫӑн палӑкӗ умне чечек ҫыххисем хучӗҫ.

Уяв программи Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем "Нарспи" поэмӑн сыпӑкӗсене вуланинчен пуҫланчӗ. Сӑвӑҫ пулсах ҫуралнӑ Константин 17 ҫулта чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗпе тӗнчекурӑмне, чун-чӗринче пулса иртекен улшӑнусене тарӑннӑн сӑнлама пултарни тӗлӗнтерме пӑрахмасть. Хайлава 21 чӗлхене куҫарнӑ. 1959-мӗш ҫултанпа Константин Иванов ячӗпе хисепленекен театр "Нарспине" авӑн уйӑхӗнче сцена ҫине ҫӗнӗлле кӑларас тесе ӗҫлет.

Театр поэтӑн ҫавра ҫулӗ тӗлне 10 ҫул каялла Валерий Яковлев лартнӑ "Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун" спектакле хӑй ыйтнипех кӗскетнӗ, урӑх артистсем кӗртнӗ.

Театр умӗнчи палӑк умне те йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ҫыравҫӑсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем илемлӗ литература никӗслевҫи умӗнче пуҫ тайса палӑк умне чечек хучӗҫ.

Театрӑн сенкер тӗпелӗнчи пысӑк экран ҫинче Юрий Сергеев ӳкернӗ "Константин Иванов" документлӑ фильма пӑхма та кӑсӑклӑ пулчӗ. Шкул ачисемшӗн картина уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ: Шупашкарта кӑна мар, поэтӑн тӑван тӑрӑхӗнче, музейӗнче ӳкернӗ кадрсем интереслӗ фактсемпе пуян.

Константин Ивановӑн ҫавра ҫулне мӗнпур чӑваш тӗнчинче анлӑ паллӑ тӑваҫҫӗ. Паян ҫыравҫӑсемпе артистсен ушкӑнӗ Пушкӑртстана, Нарспипе Сетнер ҫӗршывне тухса кайрӗ.

 

Марина Карягина, Виктор Степанов