Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче уҫӑлнӑ шкул кӗске хушӑрах ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Паянхи кун 120 ытла ача хушма пӗлӳ илет кунта. 12 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхисене педагогсем дизайн, анимаци вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса параҫҫӗ. Сасӑпа, юрӑ-кӗвӗпе ӗҫлеме, юрлама вӗрентеҫҫӗ. Фото- тата видеотехникӑна та тӗпчеҫҫӗ ачасем.
Пӗрремӗш ҫул ҫӳрекенсем пултарулӑх студийӗ сӗнекен мӗнпур программӑна вӗренеҫҫӗ. Иккӗмӗш ҫулхине хӑйсем килӗштернӗ ӑсталӑха тӗплӗнрех тишкереҫҫӗ. Малашне хӑйсен пурнӑҫне мӗнле профессипе ҫыхӑнтарасси те тепӗр чух ҫакӑнтанах пуҫланать. Канашри ача-пӑча театр студийӗн ертӳҫи Рената Сагдеева та культурӑпа ӳнер институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Хӑй вӗреннӗ вӑхӑтрах пулас специалистсене пур енлӗн хавхалантарса, пулӑшса пынине аса илет. Креативлӑ индустри шкулӗ ҫитӗнекен ӑру умӗнче ҫӗнӗ майсем уҫни савӑнтарать ӑна. Ҫавӑнпах хӑйӗн патӗнче ӑсталӑхне туптакансене каникула усӑллӑ ирттерме сӗннӗ.
Креативлӑ индустри шкулӗ "Раҫҫейре шутласа кӑларнӑ" федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлет. Унта ачасене тӳлевсӗрех вӗрентеҫҫӗ. Каникул вӑхӑтӗнче Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансене кӑна мар, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килекен ушкӑнсене те темиҫе кунлӑх курса йышӑнма хатӗр.
Алиса Александрова, Виктор Степанов.