Кашни ят - уйрӑм ҫыннӑн шӑпи

Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн фронтра та, тылра та ырми-канми тӑрӑшнӑ ентешсен паттӑрлӑхне ӗмӗрлӗхре хӑварас тӗллевпе электронлӑ Астӑвӑм Кӗнеки хатӗрлеҫҫӗ. Ӑрусене ҫыхӑнтаракан ҫак пархатарлӑ ӗҫе пӗтӗмлетсе, Патӑрьелте асӑннӑ проектӑн хӑтлавне ирттерчӗҫ. 

Астӑвӑм Кӗнекинчи кашни ят - уйрӑм ҫыннӑн шӑпи, Тӑван Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ паттӑрӑн кун-ҫулӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ салтаксен пархатарлӑ ачисемпе мӑнукӗсем ҫав хӑрушӑ тапхӑра чӗррӗн астӑвакансем пур чухне нимӗн те манӑҫа ан тухтӑрччӗ тесе тимлеҫҫӗ. Патшалӑх архивӗсенче шырани, фронтран килнӗ ҫырусемпе сӑн ӳкерчӗксене пуҫтарни питӗ пулӑшать: тӗпчев ентешсем хутшӑннӑ ҫапӑҫусем, хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартса тивӗҫнӗ орден-медаль, ӑҫта тата мӗнле суранланни ҫинчен пӗлме май парать. Округри кашни ял ҫынни ҫак пуҫарӑва хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутлать. Библиотекарьсем пӗр-пӗр  манӑҫнӑ ветеран йӗрӗ ҫине ӳкейсен  ача пек савӑнаҫҫӗ.

Электронлӑ кӗнекере кирлӗ информацие тупма ансат: ят, хушамат, ашшӗ ячӗ, ял ячӗ урлӑ хамӑра кӑсӑклантаракан ҫын ҫинчен хӑвӑрт пӗлме пулать. Базӑна пӗрмай ҫӗнӗ материалпа тултарса тӑни ӑна малашне пур енлӗн пуянлатса пырӗ.

Хальччен официаллӑ документсем Патӑрьел тӑрӑхӗнчен 8400 ытла арҫынпа хӗрарӑм вӑрҫӑ хирне тухса кайнӑ тесе палӑртнӑ. Шыравҫӑсем ҫине тӑрса тӗплӗн ӗҫленӗ хыҫҫӑн ку кӑтарту тӗрӗс маррине пӗлнӗ.
Хӑтлав вӑхӑтӗнче волонтёрсем кашнине электронлӑ Астӑвӑм Кӗнекин куар-кодне валеҫрӗҫ. "Ҫӗнтерӗве сӑнарлатпӑр!", «Ҫӗнтерӳ ҫӑлтӑрӗ" лапамсем ӗҫлерӗҫ. Патӑрьелти 1-мӗш шкул ачисен ташӑ ушкӑнӗ, округри пӗрлештернӗ клуб системин ансамблӗ пултарулӑхӗпе чун-чӗрене хумхантарчӗҫ.
Ятарласа хатӗрленӗ куравсенче - архив докуменчӗсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хаҫатра пичетленнӗ статьясем. Ку тӑрӑхри кашни ялпа уйрӑм кӗнеке-папкӑ хатӗрленӗ.

 

Марина Карягина, Олег Цыпленков