Хальхинче профессийӗнче чи маттурисене тӗп хулари 37-мӗш шкулта хапӑл пулчӗҫ. Малтанласа учительсем ушкӑнпах тӳресем умне тухса хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Унтан ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш тапхӑрӗпе килӗшӳллӗн урок е класс сехечӗ ирттерме саланчӗҫ. Кашни вӗрентекенӗн ачасен тимлӗхне тупмалли меслечӗ, ӗҫ йӗрки пур. Шупашкарти 62-мӗш шкулта 33-мӗш ҫул ӗҫлекен Нина Егорова 5-мӗшсемпе тӑван ҫӗр ҫинчен калаҫас тенӗ. Ҫавӑн пекех пӗрле юрӑсем итлесе унти йывӑҫ, кайӑк ячӗсене палӑртма сӗнчӗ. Хӑйӗн урокӗсенче ачасене тунсӑх ан пултӑр тесе тӗрлӗ меслет шырать Нина Иосифовна.
Шупашкарти 4-мӗш лицейра вӗрентекен Альбина Ильина хальччен курман-палламан ачасем патне тӗплӗн хатӗрленсе килнӗ. "Своя игра" телевӑйӑ евӗрлӗ 20 минутлӑх тӗлпулу ачасене килӗшни палӑрчӗ. Пӗлнине самантрах учителе каларӗҫ, тӳрех тавҫӑрайманнине пӗрле шутласа тишкерчӗҫ.
Учительсен ӑсталӑхне хак паракансем пӗринчен тепри пултаруллине палӑртрӗҫ. Паян конкурс малалла тӑсӑлать. Тӑван чӗлхе учителӗсем ӑсталӑх урокӗсем ирттерӗҫ, ӗҫ меслечӗсемпе паллаштарӗҫ. Ун хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫе палӑртӗҫ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров