Кашни паттӑрӑн вилӗмсӗр ячӗ асра пултӑр

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа Элӗк тӑрӑхӗнчи Татмӑш ялӗнче пурӑнакансем  ҫӗнӗ палӑк лартнӑ. Стелла ҫине вӑрҫа хутшӑннӑ 149 ентешӗн ятне кӗртнӗ.

Вӑрҫӑ паттӑрӗсене сума суса татмӑшсем икӗ ял пӗрлешнӗ вырӑнта пухӑнса "Вилӗмсӗр полк" акци йӗркелерӗҫ. Кашнин аллинче -  тӑванӗн сӑн ӳкерчӗкӗ. Вӗсене йӑтса ҫӗнӗ палӑк патне утса ҫитрӗҫ. Асӑну стеллин никӗсне ял ҫыннисем, кунта ҫуралса ӳснӗ хастарсем тӑрӑшнипе ака уйӑхӗнче янӑ. Ӑна кирпӗчрен купаласа хӑпартнӑ. Ун ҫине вӑрҫӑра пуҫ хунисен тата чӗрӗ-сывӑ таврӑннисен ячӗсене ҫырнӑ. Палӑк таврашне тирпей-илем кӗртсе хӑтлӑлатнӑ, карта тытса ҫавӑрнӑ. - Кашни паттӑрӑн вилӗмсӗр ячӗ пирӗн асра пулӗ, - теҫҫӗ ял ҫыннисем.

Ял халӑхӗ вӑрҫӑра пуҫ хунисене пӗр минут шӑп тӑрса асӑнчӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва касса палӑка уҫнӑ хыҫҫӑн ун умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Сӑваплӑ ӗҫе хутшӑннӑ хастарсене те чысларӗҫ. 
Вӑрҫӑ тискерлӗхӗ пирки чуна витермелли сӑвӑсем вуларӗҫ ял ҫыннисем.

Асӑну стеллине уҫнӑ хыҫҫӑн вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнайман кашни паттӑра ятран асӑнчӗҫ.

 

Оксана Верликова, Николай Семенов