Кашни композици умӗнче чылайччен шухӑша кайса тӑма пулать

Тепӗр икӗ кунтан - вырсарникун Шупашкарта хальхи ӳнерӗн 2-мӗш чӑваш биеннали хупӑнать. Харӑсах 4 лаптӑкра иртекен курав Чӑваш академи театрӗн ҫуртӗнче ҫеҫ 10 пин ытла куракана илӗртнӗ.

Икӗ ҫулта пӗрре иртекен курав кӑҫал "Ҫич ҫунатлӑ ҫурт" ятпа ӗҫлет. Ку ахальтен мар. Ҫиччӗ - пирӗн халӑх мифологийӗнче яланах асамлӑ хисеп пулнӑ. Кил-ҫурт вара - ҫемье вучахне упраса ӑрусене пӗрлештерекен сӑваплӑ вырӑн. Ҫак пӗлтерӗшсене тӗпе хурса ҫамрӑк ӳнерҫӗсем хальхи искусстӑн тӗрлӗ енлӗ курӑмне аталантараҫҫӗ. Кунта кӑтартнӑ нумай япалана ахаль ҫын тӳрех ӑнланса та илеймӗ. Маҫтӑр вӑл е ку ӗҫпе мӗн каласшӑн пулнӑ-ха? Ҫапла ыйтупа кашни композици умӗнче чылайччен шухӑша кайса тӑма пулать. Хӑш-пӗр ӗҫсем вара куракана тӑван халӑхӑн сӗврӗлсе пыракан аваллӑхне тавӑраҫҫӗ тейӗн.
Биенналере ҫӗршыври 60 ытла ҫамрӑк художникӑн хӑйнеевӗр ӗҫӗсене тӑратнӑ. Ӳкерчӗксемпе калӑпӑшлӑ кӳлепесем, тӗрлӗрен инсталляципе видеокуравсем паянхи ӳнер ӑсталӑхӗн кӑткӑслӑхӗпе ансатлӑхне кӑтартаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах паянхи тӗнчекурӑма ӗлӗкхи хаклӑхсемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Калӑпӑр, ҫак формӑран тухса пиҫнӗ кӑмӑр-кӑмӑр ҫӑкӑр хыттисем те ялта ӳснӗ ҫынна ачалӑхри чи ырӑ туйӑмсене аса илтереҫҫӗ. Вӗсенче асаннен ӑшӑ алли те курӑнать.

Чӑннипех, экспозиципе фойере ҫеҫ мар, сцена ҫинче те, путвалта та, ӳнерҫӗсен мачча ҫинчи ӑсталӑх пӳлӗмӗнче те паллашма пулать. Урӑхла каласан, хӑнасем театрӑн мӗнпур кӗтесне кӗрсе курма пултараҫҫӗ. Куравпа паллашакансен йышӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева та пулчӗ. Ҫамрӑксене ӳнер ӑсталӑхне аталантарас ӗҫре правительство ҫапла пулӑшу пани пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ вӑл.

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров