Анастасия Андреева кӑшарнире 65 ҫул тултармаллаччӗ. Шел, ҫавра ҫул тӗлне хатӗрленӗ курав хуҫисӗр иртет: тӗрӗ ӑсти иртнӗ ҫул вӗҫӗнче пурнӑҫран сарӑмсӑр уйрӑлнӑ. Комсомольски тӑрӑхӗнчи Шурут Нурӑс ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ӗҫчен хӗре шӑпи ҫамрӑклах "Паха тӗрӗ" фабрикӑна илсе ҫитернӗ.
Анастасия Андреева, "Паха тӗрӗ" фабрикӑра ӗҫлекен ытти тӗрӗҫӗ ӳнерҫӗсем пекех, Екатерина Ефремова шкулӗнчен тухнӑ. Вӗсем никӗсленнӗ йӗркене ҫирӗп тытса пыраҫҫӗ. Пысӑк маҫтӑр хӑй те, унӑн вӗренекенӗсем те тӗрлӗ ҫӗршыва ҫитсе чӑваш тӗррин сумне ҫӗкленӗ. Анастасия Васильевна та нумай курава хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ.
Асӑну куравӗнче - ҫемье архивӗнчи, Чӑваш наци музейӗн фондӗнчи тӗрленӗ ӗҫӗсем. "Паха тӗрӗ" фирма сӗннӗ эрешсем те пур - унта Анастасия Андреева 37 ҫул ӗҫленӗ.
2022-мӗш ҫулта, Раҫҫейри тӗрӗҫӗсем пӗрлехи вӑйпа тӑршшӗпе 6 метр та 70 сантиметр, сарлакӑшӗпе 3 метр та 30 сантиметр пысӑкӑш ҫӗршыв карттине тӗрлесе пӗтерсен, унӑн пайӗсене ҫыпӑҫуллӑ алӑпа, пысӑк ӑсталӑхпа майлаштарса ҫӗлемелле пулнӑ. Ку яваплӑ ӗҫе тума та хутшӑннӑ Андреева.
Асӑну каҫне килнӗ тус-пӗлӗшӗсем ӳнерҫӗн тӗрри-эрешне пахаланисӗр пуҫне унпа пӗрле ӗҫленӗ вӑхӑта аса илчӗҫ, вӑл сӑпайлӑ, тарават, ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнине палӑртрӗҫ.
Уяв кӗпи, питрав тумӗ, кӗрӳ тутри, питшӑллисем, тӗрлӗ панно - кашни ҫекӗлте пурнӑҫа, хӑйӗн ӗҫне чунтан юратнӑ ҫыннӑн алӑ ӑшши. Вӗсем ҫамрӑк ӳнерҫӗсемшӗн, чӑваш тӗррин шкулӗнче вӗренекенсемшӗн тӗслӗх вырӑнне. "Пурнӑҫ тӑршшӗ тӗрӗ" курав нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ.
Марина Карягина, Вадим Владимиров