Ҫулла хӳтӗлев каррисем хатӗрленӗ чух симӗс пусмапа усӑ курнӑ пулсан, халӗ ытларах сарӑ-хӑмӑр тӗс хушма тӑрӑшаҫҫӗ. Пурӗ паянхи куна ялти хастарсем тӑрӑшнипе 6 метр тӑршшӗ, 3 метр сарлакӑш 27 ҫетка ӑсталаса салтаксем патне ӑсатнӑ. Ку ӗҫе йӗркелесе пыраканӗ - Культура ҫурчӗн ертӳҫи Наталья Ильметова.
Хӳтӗлев карри ҫыхма ҫӳрекенсенчен ытларахӑшӗн ывӑлӗсем халӗ фронтра. Ытти ял ҫыннисем те мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма васкаҫҫӗ. Ентешӗсем ҫӗнтерӳпе чӗрӗ-сывӑ таврӑнасса шанаҫҫӗ.
Паянхи куна Каншелпе Пӑлаҫи Атӑк ялӗсенчен ятарлӑ ҫар операцинче 18 салтак. Шел пулин те, 2-шӗ паттӑрла пуҫ хунӑ. Ял ҫыннисем маскировка каррисем ҫыхнисӗр пуҫне гуманитари пулӑшӑвӗ те пуҫтараҫҫӗ. Нумай пулмасть ҫеҫ салтаксем патне пахча-ҫимӗҫпе куллен кирлӗ таварсем ӑсатнӑ. Ҫуллахи вӑхӑтра вара 120 мӑшӑр милӗк ҫыхса хатӗрленӗ.
Кунсерен культура ҫуртне 20-рен кая мар ҫын пухӑнать. Каникул вӑхӑтӗнче вӗсен ретне шкул ачисем те хушӑнаҫҫӗ. Ӗҫленӗ вӑхӑтра юрӑ шӑрантарса кӑмӑлӗсене ҫӗклеҫҫӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров